Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чĕрчунсен чирĕсене тĕпчекен.

Тепĕр чух хамăр ентешсемех паллă çынсем пулса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçленине пĕлместпĕр те эпир. Акă, анчахрах Мускавран çыру килчĕ те, унта хамăр ентеш пурăннине пĕлтĕмĕр. Ку вăл Хирлеппуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Пĕтĕм Раççейри К.И. Скрябин ячĕллĕ гельмонтологи ăслăлăх тĕпчев институчĕн (ВИГИС) наука сотрудникĕнче ĕçлекен, биологи наукисен докторĕ Геннадий Игнатьевич Сапожников пулчĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕнче вăл 70 çул тултарать иккен. Геннадий Сапожников 1951 çулта Элĕкри И.Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкултан, 1956 çулта Хусанти Н.Э. Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Виçĕ çул Казахстанри пĕр совхозра ветеринари врачĕнче, 7 çул Канаш районĕнчи Ямашри ветучасток заведующийĕнче, Тăвай районĕн тĕп ветеринари врачĕнче, республикăри ветеринари лабораторийĕн эпизоотологи уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçлет. 1965-1967 çулсенче ВИГИС аспиратуринче вĕренет: сурăх чирĕсене пуçаракан бактерисене тĕпчет. В.Г. Гагарин профессорпа пĕрле юр такин, джейранăн,сайхахăн чирĕсене пĕлмелли икĕ çĕнĕ меслет шыраса тупать. 1967 çултанпа Г. Сапожников пулă чирĕсене тĕпчеме пуçлать. 1967-1968 çулсенче ВИГИСăн кĕçĕн, аслă наука сотрудникĕнче, 1978-1993 çулсенче – пулă чирĕсен лаборатори заведующийĕнче, ку чирсене тĕпчекен Подольск уйрăмĕн заведующийĕнче, 1994-2001 çулсенче Раççей Ял хуçалăх министерствин ветврач-ихтиопаталогĕнче, 2001 çултанпа ВИГИСăн наука сотрудникĕнче ĕçлет. Геннадий Сапожников – Раççĕйри паллă ученăй-паразитолог тата ихтиопатолог. Ăна хамăр çĕршывра та, чикĕ леш енче те лайăх пĕлеççĕ. Вăл 312 ăслăлăх ĕçĕ çырнă, пилĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă, 18 изобретенипе 3 рационализаторла сĕнÿ авторĕ, 30 нормативпа техника докуменчĕ туса хатĕрленĕ. Геннадий Игнатьевича «Ĕç ветеранĕ», «Мускав 850 çул тултарнă ятпа» медальсемпе, «Раççей пулă хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа, К.И. Скрябин академик çуралнăранпа 100 çул çитнине хисеплесе кăларнă медальпе, ВДНХăн 5 кĕмĕл медалĕпе, патшалăх учрежденийĕсемпе предприятийĕсен чылай хисеп хучĕсемпе чысланă.


03 ноября 2003
00:00
Поделиться