Пĕрремĕш ушкăн çула тухрĕ.
Кĕр кунĕсем çитсен яш-кĕрĕм ушкăнĕ, урапа-çуна çине ларса, çара каяканни тутăр вĕçтерсе хурлăхлă салтак юррипе ялтан-яла çÿренине нумайăшĕ астăваççĕ ĕнтĕ. Çак тапхăр халĕ урăхларах иртет. Чылай çĕрте çамрăксене çара савăнăçлă лару-тăрура ăсатаççĕ. Çав хушăрах çĕршывăн пулас хÿтĕлевçине пур çĕрте те кирлĕ пек чысламаççĕ-ха.
Çак кунсенче, октябрĕн 28-мĕшĕнче, районти çар ĕç комиссариачĕ каччăсене салтака ăсатма пуçларĕ. Пархатарлă тивĕçне пурнăçламалли шăпа пуринчен малтан Анаткас ялĕнчи Алим Павлова, Шуркассинчи Дмитрий Герасимова, Ехремкассинчи Александр Иванов çамрăксене лекрĕ. Çапла пĕрремĕш ушкăн çула тухрĕ.
Призыв малалла хĕрсех пырать. Вунсакăр çул тултарнă ытти яшсем те кĕçех алла повесткăсем илĕç.