Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пурнăç таппинчен юлмасть.

1954 çулта районта вăтам пĕлÿ паракан шкулсем виççĕ кăна юлнă. Вĕсен шутĕнче 1952 çулта йĕркеленнĕ Ураскилт шкулĕ пурччĕ. Эпир, вунвиççĕн, Шураç ялĕнчен унти 8-мĕш класа кайрăмăр. Пирĕн класс ертÿçи – истори учителĕ Константин Арланов. Математикăпа Тури Выла каччи Зиновий Федорович пĕлÿ паратчĕ. Йăрăс пÿллĕ, илемлĕ çамрăкчĕ вăл. Килĕшетчĕ мана, çавăнпа предметне те юратрăм пулĕ, «5» паллăсем кăна илеттĕм. Зиновий Федоровича кĕçех çара илсе кайрĕç. Студент çулĕсенче те унпа тĕл пулма тÿр килчĕ. Манăн педагогика практикине Ураскилтрех ирттермелле пулчĕ. Ун чухне Зиновий Федорович шкул директорĕччĕ. Вăл ирĕк панипе, эрнешер ылмашăнса, Советскинчи профессипе техника училищинче пулас механизаторсене те вĕрентеттĕмчĕ. Практика ертÿçи – биологи учителĕ Кирилл Воронов ( Тури Хурасантан) манăн ĕçсене тивĕçлипе хакларĕ. 1970 çулта эпĕ Сурăмпуç Шĕмшешри 8 çул вĕренмелли шкул директорĕччĕ. Ун чухне манăн вĕрентекен – Зиновий Федорович районти çутĕç пайне ертсе пыратчĕ, вăлах «Пĕлÿ» обществăн пуçлăхĕччĕ те. Унăн педагогика ĕçĕнчи ăсталăхĕ палăрсах тăратчĕ, унран вĕренмелли нумайччĕ. Вăл ертсе пынипе эпĕ Сурăмпуç Шĕмшешри, Тавăтри шкулсенче тимлерĕм, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекн çумĕнче, биологипе технологи учителĕнче тăрăшрăм. Манăн педагогика ĕçĕнче 35 çул вăй хумала пулчĕ. Зиновий Катеевăн – 10 çул нумайрах. Юлашки вăхăтра вăл Элĕкри вăтам шкулта вăй-хала шеллемесĕр тимлерĕ, директор, унăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ те пулчĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Çапах алă усса лармасть. Зиновий Федорович обществăлла ĕçре хастар. Вăл районти ветерансен совечĕн членĕ. Пĕр хушă районти культуру çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕн ĕçне активлă хутшăнчĕ. Спортпа туслă ветеран, çуран утма юратать. Нумай вулать. Элĕкри вăтам шкулти вĕрентекенсемпе ачасен яланхи хăни вăл, районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн консультанчĕ. Çапла, пурнăç таппинчен юлмасть З. Катеев. Малашне те çапла пултăр эппин. Çав ятпа ăна уйрăмах ăнăçу та телей сунас килет. Çитмĕлте те çиçĕм пек пулăр, Зиновий Федорович.


04 ноября 2003
00:00
Поделиться