Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чиркÿсемпе мăнастирснече пулса курнă.

Республикăра Семеновăн социаллă программăсен центрĕ йĕркеленĕ «Храм патне хывнă çул» акци пуçланнă. Вăл Чăваш тата Шупашкар митрополичĕ Варнава пилленипе иртет. Акци программипе килĕшÿллĕн, республикăри таса вырăнсенче – Улатăрти, Шупашкарти арçынсен тата хĕрарăмсен мăнастирсенче, Введени соборĕнче – тÿлевсĕр экскурсисем пулаççĕ, Элĕк районĕнчи чылай ĕç ветеранĕсемпе инвалидсем, шкулта вĕрентекенсем тата ыттисем асăннă чиркÿсемпе мăнастирсенче пулса курнă, вĕсенче упранакан таса турăшсемпе паллашнă, пачăшкăсемпе курса калаçнă. Семеновăн социаллă программисен центрĕ йĕркеленĕ акци халĕ те малалла пырать.


18 ноября 2003
00:00
Поделиться