Иртнине манма çук.
Эпĕ пĕчеккĕ-ха ун чухне, шкула каймалăх та ÿсеймен. Суйлав пулать, теççĕ аслисем, атте-аннесем. Пысăк суйлав. Пĕрремĕш хут пулать мĕн вăл. Кама-кама суйламалинне те асăнаççĕ, Чкалов, Пумпур… Паттăр летчиксем. Чкалов Нурăсри кĕçерни пасарне килнĕ, унта сăмах каланă, теççĕ. Ача хăлхи илтет, ас туса юлнă çавна эпĕ.
Ирхине атепе анне хуйхăллăн пупленипе вăранса каятăп. «Мĕн тумалла?» - теççĕ. Килте кукамай вилнĕ иккен çав кун, суйлав чухне. Кÿрше кайрĕ атте, вĕсене пĕлтерчĕ ĕнтĕ. Унтан ял Советне уттарчĕ.Таврăнсан ятне хуратрĕç тесе пĕлтерчĕ, хăй сасăласа тухнă. 1937 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче пулнă вăл. Çуна çулĕ пулайман, тумхахлăччĕ.
1946 çулхи пуш уйăхĕ. Эпĕ улттăмĕш класра вĕренетĕп. Суйлав пулать, теççĕ – вăрçă хыççăнхи суйлав. Аслă Канаша. Хавхалану, кăмăл çĕкленĕвĕ. Эпир вĕренекен класах сасăламалли пÿлĕмсем тăваççĕ фанертан, алăкпах. Суйлав хыççăн тепĕр кунне шкула пыратпăр та хай пÿлĕмсене кĕре-кĕре тухатпăр, пĕчĕк сĕтелсем çинче – хĕрлĕ ещĕксем.
1950 çулĕ пуш уйăхĕ. Эпĕ вăтам шкулта халь. Суйлава кĕртнĕ мана. Хавхалану, хĕпĕртÿ кăмăлăмра, ара, çын шутне ертеççĕ мар-и?
Кунĕ ытла лайăх килчĕ, каçхине кăпăш юр ÿкнĕ, сивĕ мар, çил те çук, хĕвел пăхать. Сулава тухса уттартăм пурнăçăмра пĕрремĕш хут! Хамăр вĕреннĕ класрах хальхинче те вырăнĕ. Кĕретĕп, бюллетень илетĕп. Сасăланă хыççăн ещĕке ямалла. Ăçта? Ещĕк çук. Алăка кăшт уçса пăхатăп, çынсем урай варринче чи пысăк ещĕке, урнăна, яраççĕ иккен бюллетене!
Кайрантарахри çулсене, хам парти райкомĕнче ĕçленĕ май, суйлав ĕçне-хĕлне сиктермесĕр хутшăннă эпĕ, участоксене представитель пулса кайнă, список тĕрĕслеттернĕ, йĕркене килтернĕ. Сасăлав вăхăчĕ çурçĕрченнчĕ. Суйлавсем халăх активлă хутшăннипе палăратчĕç.
Халĕ вара, халĕ? Çĕнĕ суйлав çывхарсах пырать.