Семенов центрĕн парнисемпе чысланă.
Пирĕн районта бокса юратакан çамрăксем сахал мар. Хамăр тăрăхри, республикăри, Раççейри ăмăртусене хутшăнса яланах пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ вĕсем. Чылайăшĕ спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене тултарнă, разрядсем çĕнсе илнĕ. Бокс кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, спорт мастерĕ Владимр Гордеев алла илме пулăшать. Иртнĕ эрнере вăл тата Семеновăн социаллă программисен центрĕ пуçарнипе çамрăк боксерсен ăмăртăвне ирттернĕ. Элĕксем патне туслă тĕлпулăва Лапсар поселокĕнчи тантăшсем килнĕ. Ăмăртусем питех те çивĕч иртнĕ, никам та çĕнтерейменнипе – 2,5:2,5 шутпа вĕçленнĕ.
Тĕлпулăва хутшăннă спортсменсене те Семеновăн социаллă программисен центрĕн районти уйрăмĕ парнесем панă, уйрăмах палăрнисене грамотăсемпе чысланă.