«Чи лайăх культура ĕçченĕ» конкурс.
Иртнĕ кунсенче Элĕкри культура керменĕнче «Чи лайăх культура ĕçченĕ» ятпа конкурс иртрĕ. Конкурса хутшăнма 4 специалист тивĕçлĕ пулчĕç: Мăн Вылă культура çурчĕн директорĕ Альбина Иванова, Ураскилт культура çурчĕн директорĕ Валентина Осипова, Тавăт культура çурчĕн директорĕ Алина Осипова тата районти организаципе методика центрĕн методисчĕ Оксана Петрова. Тĕрлĕрен конкурс витĕр чăтăмлă та тивĕçлĕ тухма тиврĕ вĕсен: юрă-ташă тата шÿт конурсĕсем, спорт вăййисем тата ытти те. Жюри пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх конкурса хутшăнакансене тĕрлĕ номинацисемпе уйăрса палăртнă. Акă, «Чи тĕлĕнтермĕш культура ĕçченĕ» ята О. Петрова çĕнсе илнĕ, «Чи тăрăшуллă та тимлĕ» - В. Осипова, «Чи ытарайми те килĕшÿллĕ» - А. Иванова, «Чи çирĕп тĕллевли» - А. Осипова тивĕçлĕ пулнă. Çĕнтерÿçĕсене Семеновăн социаллă программисен центрĕн представителĕ сумлă парнесемпе чысларĕ.