Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Утăмсем сулмаклă.

Чăнах та, сулмаклă утăмсемпе аталанса пырать юлашки çулсенче районти потребительсен обществи. Çакна уйрăм цифрăсем туллин кăтартса параççĕ. Суту-илÿ предприятийĕсен шучĕ çулсерен ÿсет. Акă, 1993 çулта вĕсем 77 шутланнă пулсан, халĕ 84 çитрĕç. Унччченхи çулсенче магазинсем хăтлăхпа илемлĕх енчен палăрсах тăмастчĕç. Халĕ вĕсенчен чылайăшĕнче евроюсав туса ирттернĕ. Магазинсемпе лавккасен сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнчĕ. Чи пахи вара – сентресм таварсенчен тулăх пулни. Район центрĕнчи магазин-и вăл е инçетри ялти – ассортимент пĕртте чухăн мар. Ваккăн сутмалли таварçаврăнăшĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать. Вунă çул каялла вăл 4368 пин тенкĕпе танлашнă. Тепĕр пилĕк çултанах 12730 пин тенке çитнĕ. Виçĕмçул таврçаврăнăшĕ 50985 пин тенкĕ, пĕлтĕр 70663 пин тенкĕ пулчĕ. Кăçал ваккăн сутмалли таварçаврăнăшне 86000 пин тенке çитеме тĕллев тытнă. Малтан шутласа пăхнă тăрăх, палăртни пурнăçланатех. 1993 çулта обществăлла апатланури таварçаврăнăшĕ 695 пин тенкĕ çеç пулнăччĕ. 1997 çулта вăл 3 хут майлă ÿсрĕ, 1771 пин тенке çитрĕ. Ку çула обществăлла апатлану ĕçченĕсем 9400 пин тенкĕпе вĕçлесшĕн. Çăкăр-булка изделийĕсем пĕçерсе кăларассипе те ÿсĕмсе çук мар. Вунă çул каярах вĕсене 225,2 тонна туса кăларнă. Пăр хушă çăкăр завочĕ продукци кăларассипе чакарчĕ. Анчах нумайлăха мар. Иртнĕ çул 415,5 тонна çăкăр-булка пĕçерсе кăларнă. Кăçалхи тĕллев – 540 тонна. Хатĕрлев ĕçĕ лайăх йĕркеленсе кайнине палăртмалла. Танлаштарса пăхăр: 10 çул каялла 820 пин тенкĕлĕх чĕртавар хатĕрленĕ пулсан, пĕлтĕр вăл 10 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Ку енĕпе çулталăка 15 миллион тенкĕпе вĕçлесшĕн. Кооператорсен тĕллевĕ – тунă çитĕнÿсем çумне тата пысăкрах ÿсĕмсем хушасси. Таварçаврăнăшне ÿстермелле, çĕнĕ стройкăсем тумалла, ассортиментпа пуянлатмалла, суту-илÿ культурине лайăхлатмалла - çакăн пек ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ район кооператорĕсем.


02 декабря 2003
00:00
Поделиться