Ялта - çĕнĕ ларĕк.
Суйлав умĕнхи виçĕ район (Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне) чиккинче вырнаçнă Мăн Ямашра апат-çимĕç тата ытти вак япаласем сутмалли çĕнĕ ларек уçăлчĕ. Кÿршĕ ял çыннисене çÿреме çывăхрах пултăр тесе, ăна ял администраци çурчĕпе юнашар лартнă. Хальхи законсемпе килĕшÿллĕн, А.А. Гурьев предприниматель уншăн нумай тăрăшнă. Таварсен хакĕсем çав тери пысăк мар, вĕсене вăл Шупашкарти базăсенчен хăех турттарса тăрать, заказсем те йышăнать.
Халăх кăмăлне туллин тивĕçтерес шутпа Валентина Ильдерпа Василий Куртовский сутуçăсем кунсеренех ĕçлеççĕ. Çĕнĕ объект хута кайни вăтам шкулпа «Ямаш» ял хуçалăх производство коопераитвĕн коллективĕсене, медпунктпа библиотекăра ĕçлекенсене тата иртен-çÿренсемпе ялти ватă-вĕтĕне те савăнтарать.