Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Телевизор хуçисем – Кондратьевсем.

Вырсарникун йĕпхÿ пĕрĕхкелесе тăнăран тата çулĕ-йĕрĕ пăрлак пулнăран район центрĕнче ирттерме палăртнă спорт уявне халăх пухăнасси иккĕленÿллĕрехчĕ. Çук-мĕн, пĕртте апла пулмарĕ, тĕп стадиона командăсемпе уйрăм спортсменсем те, вăйăсене курма кăмăл тăвакансем те килсех тăчĕç. Ялсенчен пурĕ 23 çемье команди пухăнчĕ. Çакă интереслĕ: спортсменсенчен нихăшĕ те уявра мĕнлерех ăмăртусем пулассине пĕлмен. Ытларахăшĕ яланхилле эстафета чупăвĕ иртет тесе шутланă. Уява йĕркелекенсем – Семеновăн социаллă программисен ценрĕ тата райадминистрацин культурăпа спорт пайĕ вара вуçех урăхла программа хатĕрленĕ. Ăмăртусене арçынсен пуçламалла. Вĕсен виçĕ хутчен чăрмавсем витĕр кукăр-макăр чупса мечĕксем илсе килмелле. Хыççăн хĕрарăмсен кукăр-макăр чупса дистанци вĕçне витресем кайса лартмалла. Хыççăн ачасен пĕчĕк пÿскесене ывăтса çав витресне кĕртмелле. Акă, хĕрÿ ăмăртусем пуçланса кайрĕç. Хăнăхманран, паллах, пирвайхисене йывăртарах килчĕ. Старта малтанах Элĕкри Кротовсем, «Правда» акционерлă обществăн ертÿçин С. Лаврентьевăн çемйи тата Александровсем тухрĕç. Ай-яй çăмăл мар иккен ашшĕ-амăшне те, ачисене те хăнăхман хусканусене тума. Пирвайхи стартра Лаврентьевсем çаврăнăçуллăрах пулчĕç - 12 очко пухрĕç. Çапах ку мала тухмалли кăтарту мар-ха. Иккĕмĕш çаврăмра вара лидерсем палăрчĕç. Элĕкри Владимирпа Валентина Максимовсем тата вĕсен ывăлĕ Максим 15 очко пухрĕç. Анчах вĕсенчен маттуртараххисем те пур иккен. Стартра – Якунекассинчи Кондратьевсем. Çемье пуçĕ Альберт Петрович Юнтапа шкулĕн диркторĕнче ĕçлет, мăшăрĕ Алина Васильевна та çак шкултах учительница, вĕсен ывăлĕ Денис 6-мĕш класа çÿрет. Кашни чăрмава хăюллăн çĕнтерсе Кондратьевсем 16 очко пухрĕç, çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Вĕсен аллинче Семеновăн социаллă программисен центрĕн хаклă парни – тĕслĕ телевизор. Иккĕмĕш вырăнта – Максимовсем. Вĕсене видеомагнитафон тивĕçрĕ. Виççĕмĕш парне – электроутюга Шĕмшешри Еленăпа Дмитрий Конновсем тата вĕсен ывăлĕ Женя çĕнсе илчĕ. Çав кунхинех шкул ачисем мини-футболла вылярĕç. Пурне те Семеновăн социаллă программисен центрĕн сувенирĕсене парнелерĕç.


05 декабря 2003
00:00
Поделиться