Тăвалла утакан ученăй.
Пĕлместĕп, ăçтан тупăнать Чăваш Сурăмĕнче пурăнакан Лев Архипович Ефимов çакнашкал вăй-хăват, мĕнле вăхăт çитерсе пур çĕре те çитме ĕлкĕрет, хăйшĕн, тăван халăхшăн усăллă ĕç тума пултарать. Ара, хăвăрах шутласа пăхăр: 1975 çулта учитель ĕçне пикенчĕ те Лев Ефимов, халĕ, акă, ученăйсем хушшинче каланă пек, ăслăлăхăн çирĕп чулĕсене катăкăн-катăкăн тĕпретет. Акă, çамрăк ученăй çÿлелле кармашакан пусма картлашкисем. 1971 çулта Муркаш районĕнчи Тивĕшри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Лев Архипович Шупашкара, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтне çул тытать. Кунта вăл ют чĕлхесен факультетĕнче вĕренме тытăнать. 1973 çулта студента Совет Çарне илеççĕ. Хĕсмĕт вăхăчĕ тухсан каллех Чăваш Сурăм шкулĕ. Кунпа пĕрлех куçăмсăр йĕркепе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухать. Ачасене историпе правăна вĕрентнĕ хушăрах 1998 çулта истори ăслăлăхĕн кандидачĕн диссертацине хÿтĕлет.
Картлашка ярăмĕсене малалла шутласа кайиччен кăштах каялла çаврăнса илер пулĕ. Чăваш Сурăм шкулĕнче ĕçленĕ чухне кунтан тухма пĕлместчĕ вăл, яланах ачасемпе пĕрлеччĕ. Темиçе тĕрлĕ предмет та вĕрентрĕ: акăлчан чĕлхи, физкультура, географи, историпе право, тăван ен культури. Таврапĕлÿ ĕçне пуçĕпех кĕрсе кайрĕ. Çуллахи каникул пуçланать çеç - Лев Ефимов, авă, ачасене тавралăха тĕпчеме ертсе те тухнă. Тулли кутамкасемпе палаткăсем йăтса ăçта кăна çитмен пулĕ. Вăл ертсе пынипе çамрăк таврапĕлÿçĕсем Чăвашри чылай районта, Атăл тăрăх çулçÿревре пулчĕç, Мускав, Чулхула, Хусан, Чĕмпĕр, Севастополь, Симферополь хулисене çитсе курчĕç. Экспедицисенчен нихăçан та пушă алăпа таврăнман, пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчевсем тунă, экспонантсем пухнă. Шкулта ĕçленĕ, ачасемпе çапла çÿренĕ хушăрах вăл кермен пек çурт, тăпăл-тăпăл хуралтăсем çавăрса лартрĕ. Ан тĕлĕнĕр те, Лев Архипович пултаруллă учитель çеç мар, вăл - ăста платник та, кăмакаçă та, кĕтÿçĕ те, купăсçă та. Кунпа пĕрлех - çăматă йăвалакан, хурт-хăмăр ăсти.
Нумай-нумай тĕпчевсемпе тишкерÿсем туса, çулçÿревсемпе экспедицисенче пулса вăл 1994 çулта «Элĕк енĕ» («Край Аликовский») ятпа самай хулăн кĕнеке пичетлесе кăларать. Çакăн хыççăн Элĕк сали 300 çул тултарнине халлаласа «Аликово: вчера и сегодня» кĕнеке кун çути курать.
Ученăй-педагогăн наукăри ĕçĕсем тĕрлĕ енлĕ. Унăн истори темипе çырнă ĕçĕсемпе тата вĕренÿ пособийĕсемпе шкулсенче вĕренекенсем те, аслă шкулсен студенчĕсем те хапăлласах усă кураççĕ. Вĕсенче чăннипех те çĕнни, усăлли, пĕлмелли питĕ нумай. Маларах асăннă кĕнекесемсĕр пуçне Лев Ефимов юлашки çулсенче кăна çакăн пек монографисем пичетлесе кăларчĕ: «Системы просвещения нерусских народов и чувашские школы Поволжья и Приуралья», «Страницы истории Чувашии» тата ытти те. Вăл çавăн пекех 50 ытла наука ĕçĕ çырнă, вĕсем 150 пичет листипе танлашаççĕ.
1999 çулта истори наукисен кандидатне Л.А. Ефимова Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори кафедрине преподавательте ĕçлеме йышăнаççĕ. Кĕске хушăрах вăл опытлă педагог, ĕçчен преподаватель, пултаруллă ертÿçĕ пулнине кăтартать. Студентсене «Чăваш Ен историйĕ» курс вĕрентет, диплом ĕçĕ çыракан студентсен ăслăлăх ертÿçи пулса тăрать. Вĕрентÿ ушкăнĕн кураторĕ пулнă май, яланах студентсем хушшинче вăл.