Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçчен йышпа çул ăнать.

Юлашки çулсенче Элĕк райповĕ ÿсĕм çулĕпе хăвăрт мала кайса пынине палăртмалла. Тавар çаврăнăшĕ ÿсет, хуçалăх тухăçлă аталанать, çĕнĕ ĕç меслечĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Пĕр сăмахпа, республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче хакламалăх та ĕçлеççĕ. Райпо виçĕ çул ĕнтĕ Центросоюз тытăмĕнче класлă вырăнсем çĕнсе илет. Кăçалхи виççĕмĕш кварталшăн та çĕнтерÿçĕ дипломне тивĕçлĕ пулчĕ. Суту-илÿре конкуренци питĕ вăйлă тапхăрта çĕкленме пултарни инçетри ĕçтешсене те кăсăклантарать. Çавăнпа та ĕçе мĕнле йĕркеленипе паллашма Элĕк райпоне хăнасем килсех тăраççĕ. Кăçал çулла Чăвашпотребсоюзăн организацийĕсен никĕсĕ çинче ирттернĕ Раççей наука-практика конференцине хутшăнакансем пулчĕç. Центросоюзканашĕн председательне В.Ф. Ермакова Элĕксен опычĕ питĕ килĕшнĕ, вĕсенчен вĕренмелли чылай пулнине палăртса тепĕр уйăхранах Раççей кооператорĕсен çĕнĕ ушкăнне илсе килчĕ. Лайăххине курма, самантрах алла илме пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пасар экономикин тапхăрĕнче мĕн пуррипе лăпланса пурăнса нумай мала каяймăн. Элĕк райповĕнче çакна тахçанах ăнланса илнĕ: кооперацире пĕр-пĕринпе туслă пурăнмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла, халăхпа ĕçлемелли паха формăсене пĕр-пĕринчен вĕренсе аталантармалла. Элĕксем çĕнĕлĕхсене тÿрех асăрхаççĕ. Паллах, ку пуçлăхран нумай килет. Райпо канашĕн председателĕ Ю.А. Харитонов – мал курăмлă, ĕçе йĕркелеме пĕлекен ертÿçĕ. Райпора 397 çын ĕçлет, райпона пăхăнса тăракан улма-çырла комбинатĕнче – тата 75 çын. Паян райпо – тĕрлĕ отрасле пĕрлештерекен пысăк организаци. Ял халăхĕн пурнăçне çăмăллатма пулăшакан ĕçсене çулсерен аталантараççĕ. Суту-илÿ кăна мар, хатĕрлев, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен службăсем самаях вăй илчĕç. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан тавар çаврăнăшĕ 30 процент ÿснĕ. Ял халăхĕ Паян усламçăсене шансах каймасть, алăран тавар туянма тăхтасарах тăрать. Ара, темĕнле тавар тыттарса яраççĕ-ха – те срокĕ тухнине, те пăсăлма пуçланине. Потребкоопераци лавккинче вара йăлтах куç умĕнче: пăсăлма пултаракан çимĕçсене лайăх холодильниксенче упраççĕ, срокĕ тухиччен тытмаççĕ, кашни тавар сертификачĕ пур. Ассортимен та питĕ пуян: кăлпасси кăна 27 тĕрлĕ сортран кая мар. Уйăхра 800 килограмм таран пельмень сутăнать. Элĕк райповĕн республикăра пуринчен те ÿсĕмлĕрех тепĕр ĕçне те асăнас килет. Эмел курăкĕ пухассипе вăл яланах пĕрремĕш вырăн йышăнать. Пĕлтĕр 33,1 тонна пухса панă, кăçал 38,5 тоннăна çитернĕ. Ку ĕçе пенсионерсем те, шкул ачисем те активлă хутшăнаççĕ. Сезонра 15-20 пин тенке яхăн ĕçлесе илекенсем те пур. Мĕн тĕрлĕ кăна тивĕç илмен хăй çине районти потребительсен обществи. Вăл арман, çĕвĕ цехĕ, парикмахерски, хăна çурчĕ, медицина, ветеринари аптекисем, столяр цехĕ, выльăха пĕтĕлентерекен пункт, сепаратор прокачĕ, çĕçĕ çивĕчлетекен пункт тытса тăрать, фотопичет, ритуал пулăшăвне, выльăх валли çăнăх авăртса парассине йĕркеленĕ. Элĕкрен тухса Шупашкара пăрăнакан çул хĕрриче капмар çурт ÿссе ларнă. Кунта саппас пайсем сутакан лавкка тата автосервис пулать. Ăна Çĕнĕ çул тĕлне хута ярасшăн.


17 декабря 2003
00:00
Поделиться