Элĕк кооператорĕсем – пиллĕкмĕшсем
Çĕнĕ, 2003 çул пуçлансанах Чăвшпотребсоюз канашĕ потребительсен кооперацийĕнче ĕçлекенсем хушшинче физкультурăпа сиплев спортакиадине ирттерме йышăннă. Кашни районти коопераци организацийĕсем тата ку системăри суту-илÿ предприятийĕсем хутшăннă унта. Кооператорсем йĕлтĕрпе чупса, футболла, воллейболла, теннисла, шашка-шахматла – мĕнпурĕ 9 енĕпе выляса ăмăртнă. Спартакиадăра Элĕк сутуçисем начар мар кăтартусем тунă. Воллейболла выляса вĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă, пăшалтан тĕл перессипе, шывра ишессипе виççĕмĕш, теннис вăййипе тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă. 26 команда хушшинче пирĕн ентешсем пиллĕкмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.