Специалистсем пĕлĕве ÿстерчĕç.
Ĕçрен пушаннă вăхăтра пĕлĕве ÿстерни кирлех. Çавна тĕпе хурса, районти ял хуçалăх управленийĕ курссен ĕçне йĕркелерĕ.
Малтанхи эрнере хуçалăхсенчи ĕç сыхлавĕпе хăрушсăрлăх техники енĕпе ĕçлекен специалистсем ятарлă программăпа килĕшÿллĕ вĕренчĕç. Хыççăн вĕсем аттестаци комиссийĕ витĕр тухрĕç.
Çак эрнере вара хуçалăхсенчи тĕп специалистсен квалификацине ÿстерессипе занятисем пулчĕç. Ĕнер инженерсемпе агрономсене, зоотехниксемпе ветеринарсене, бухгалтерсемпе экономистсене те аттестацилерĕç.
Занятисене республикăри ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен пĕлĕвне ÿстерес енĕпе ĕçлекен институт, ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем ирттерчĕç.