Сывă ял – сывă çĕршыв
Элĕк районĕнчи Карачура ял администрацийĕнче пĕлтĕр сывă пурнăç йĕркин канашĕ ĕçлеме пуçланă. Ял администраци пуçлăхĕ Г.В. Трофимова ертсе пыракан пĕрлешÿ малтанах ялта спорта аталантарас ыйтăва тĕпе хурать. Алкоголизмпа кĕрешесси, çамрăксен хушшинче йĕркене пăсассине чакарасси, ăнăçсăр çемьесемпе ĕçлесси - çаксем те унăн тĕп тĕллевĕсем. Çак кунсенче канаш çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тунă.
Канаш тĕрлĕ организацисемпе çыхăну тытать. Çамрăксен канашĕпе пĕрле вăл, сăмахран, шкул ачисемпе ял çамрăкĕсем хушшинче шахмат турнирĕ, ытти спорт вăййисемпе конкурссем ирттернĕ, шкулти мероприятисене – тĕрлĕ темăпа йĕркеленĕ уйăхлăхсене, акцисене, калаçусене хутшăннă. Çитес çул та сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем мероприятисенче ял çыннисем активлă пуласса шанаççĕ.