Татьяна кинемей – 100 çулта.
Вăл Элĕк районĕн Тени ялĕнче пурăнать. Тăван-пĕтенĕпе Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ хыççăн çывăх çыннисем Татьяна Семеновна Семеновăна 100 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламларĕç, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.
Татьяна кинемей 1904 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çак ялтах çуралнă, пĕве çитсен Çеменпе мăшăрланнă. Унăн мăшăрĕ ял канашĕпе колхоз председателĕнче ĕçленĕ, хаяр вăрçă тухсан фронта тухса кайнă. Т.С. Семенова юратнă упăшкине кĕтсе илеймен, виçĕ ачине ура çине пĕчченех тăратнă. Хĕрĕ Екатерина – учительте, ывăлĕ Никита механизаторта ĕçлĕсе тивĕçлĕ канăва тухнă. Зоя тăван хуçалăхра вăй хунă, халĕ ватă амăшне пăхса пурăнать.
Юбиляра район тата ял администраци пуçлăхĕсемпе социаллă пай ĕçченĕсем ăшшăн саламларĕç, ачисемпе, мăнукĕсемпе, вĕсен ачисемпе савăнса пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕç.