Сыхланакана турă сыхлать.
Пушар хуралĕн ĕçченĕсем те кашни çул иртнĕçемĕнех хăйсен ĕçĕ- хĕлне тишкерсе пĕтĕмлетÿ тăваççĕ. Акă, пирĕн районта пĕлтĕр 31пушар пулса иртрĕ. 2002-мĕш çулхинчен 4 пушар сахалтарах пулнă тейĕпĕр. Анчах та вĕсем кÿнĕ инкек 30 пин тенкĕ таранах ÿснĕ. Пушарсенче сарăмсăр вилнĕ çынсен шучĕ пĕр пекех – 3-шер.
Темиçе çулхи пĕтĕмлетÿ çакăн пек ÿкерчĕк кăларса тăратать: кашни иккĕмĕш пушар вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе тухать, кашни 3-мĕшĕ – электрооборудованисене тĕрĕс вырнаçтарманнипе, кашни 5-мĕшĕ – чĕлĕм туртакансен айăпĕпе, кашни 7-мĕшĕ – хутмалли кăмакасем юсавсăррипе. Пушарсенче ытларах чух 45-65 çулхи çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Пашарсен 80 проценчĕ уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче тухаççĕ. Республикипе илсен кашни 1 пин çын пуçне пĕр пушар лекет. Хальхи вăхăтра чылай ял хуçалăх предприятийĕсен пушар сÿнтермелли машинисем юсавсăр е бензин çитменнипе ĕçсĕр лараççĕ. Хăшпĕр çĕрте пушарнăйсем укçа тÿлеменнипех ĕçрен пăрахнă тĕслĕхсем те пур. Çак пулăмсем, паллах, пушар тухас хăрушлăха пĕчĕклетмеççĕ - ÿстереççĕ кăна.
Ĕлĕкрех ялсенче кашни 10 кил урлă пралук (уçă вырăн) хăварнă пулсан – халĕ çавсене пĕтерсе пыраççĕ. Çурчĕсене те пĕр-пĕрин çумнех туса лартаççĕ. Кун пирки вырăнти администрацинче ирĕк ыйтмаллине пĕлмеççĕ те тейĕн. Ертÿçĕсем те кун пирки шарламаççĕ. Асăннă çитменлĕхсене пĕтермесен ыранхи кун мĕнле пулассине турă çеç пĕлĕ. Эпир, Элĕк пушар хуралĕн инспекторĕсемпе сотрудникĕсем, халăх хушшинче яланах пулатпăр. Асăрхаттарсах тăратпăр пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса пурăнмалли çинчен. Çакă уссине памасть тесе каласшăн мар эпĕ, анчах пурте пăхăнаççĕ-и-ха правилăсене? Çакна малашлăх кăна кăтарса парĕ.