Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Илем çапла çуралать.

    - Утса тухнă çул-йĕре тишкерсе пăхатăп та аттепе анне шанăçне пĕтĕмпех тÿрре кăлартăм пек туйăнать, - тет Геннадий Павлович Павлов. – Хама чăн-чăн арçын теме сăлтавăм пур манăн.

Çапла каланă хыççăн вăл ăшшăн кулса илчĕ те ман çине ÿстеререх каламастăп-ши тенĕн тĕсесе пăхрĕ, унтан çапла хушса хучĕ:

- Эпĕ мĕншĕн чăн-чăн арçын мар вара! Пурнăçра нихăçан та хыçалта пыман. Йывăрлăхсем сиксе тухсан каялла чакман. Çул çитсен салтак ятне çÿлте тытнă, Тăван çĕршыва шанчăклă сыхланă. Ача-пăча ÿстернĕ, çурт-йĕр çавăрнă, сад ĕрчетнĕ...

Геннадий Павлович мухтанса-курнăçланса мар, хăй аллипе тунă ĕçсемшĕн савăнса каларĕ çак сăмахсене. Ăна Элĕк тăрăхĕнчи Торăпкасси çыннине, ялта кăна мар, таврара та лайăх пĕлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче республикăри паллă комбайнер пулнă вăл. Етĕрнери ял хуçалăх професси-техника училищинчен вĕренсе тухнăранпах малтан «Красный Октябрь» колхозра, кайран «Аликовский» совхозра ĕçленĕ, çĕр-çĕр гектар çинчи тыр-пула вăхăтра пухса кĕртсе хисеплĕ ятсене, сумлă парнесене тивĕçнĕ. Халĕ те тирпейлĕн упрать вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80-мĕш çулĕсенче панă грамотăсемпе дипломсене. Вĕсен хушшинче çут çанталăка сыхлакан обществăн республикăри организацийĕсенчен янă тав çырăвĕсем те пур.

- Çут çанталăкпа мĕн ачаранах туслă эпĕ, - савăк кăмăл-туйăмпа пĕлтерет кил хуçи. - Çак юрату салтак çулĕсенче, Семипалатинскри полигонра хĕсметре тăнă вăхăтра пушшех те вăйланчĕ. Тăван çĕртен аякра пулнă чухне уншăн тунсăхлаттăм...

Г. Павлов ракетăсене сăнакан полигонра хĕсмет ирттернине паян кунчченех вăрттăнлăхра усранă. Кун пирки никама та шарлама юраман-мĕн. Çĕршывăн мухтавлă сыхлавçисен вара çакăнта сывлăхĕ ĕмĕрлĕхех хавшаса юлни, вĕсенчен чылайăшĕ çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайни питех шухăшлаттарман çав ун чухнехи ертÿçĕсене.

- Эпĕ те имшерленсе таврăнтăм çартан, - пытармасăр калать Геннадий Павлович. – Чун-чĕрере нимĕнле савăнăç та çукчĕ. Вăй-халăм чакнипе, ăш-чикĕм сурнипе аптраттăмччĕ малтанах. Анчах нăйкăшни, пуçа усни мĕн патăр; Хама алла илес тесе мĕн кăна тумарăм-ши; Майĕпе-майĕпен шанчăк çути çиçме пуçланине сиссе илтĕм. Çынна сиплекен чи шанчăклă тухтăр вăл ĕç иккен. Икĕ алăран нихăçан та ĕç кайман. Пушă вăхăтра вара кирек хăçан та куçпа виçейми тăван тавралăх ытамĕнче çÿреттĕм, йывăçсемпе, кайăксемпе, уй-хирпе калаçаттăм. Атте-анне кĕтесĕн сывлăшĕ техĕмлĕ те сиплĕхлĕ пулчĕ. Сывалайми тесе шутланă чиртен тĕппипех хăтăлтăм вĕт.

Торăпкассинче çут çанталăка юратакансем пурăнаççĕ. Çак юратăва туйса илме вĕсене Геннадий Павлович вĕрентнĕ тесен те йăнăш пулмасть. Тăван ялне тирпей-илем кĕртме кар тăрас çĕкленеççĕ кунти çынсем. Вĕсен тăрăшулăхĕпе хастарлăхĕ кашни утăмрах лайăх палăрать: 53 киллĕ яла çу кунĕсенче килсе курасчĕ сирĕн. Кашни кил умĕнче – тăпăл-тăпăл пахча. Яла сип-симĕс виткĕç хупласа илет.

Геннадий Павлович мана «Тенис çучĕ» тесе ят панă вырăна илсе кайса кăтартрĕ. Ял хĕррипе тăсăлакан вăрăм çырма... Унччен кунта йывăç-тĕм тавраш пулман. Çырма çултан-çулах ишĕлсе, тарăнланса-сарăлса пынă. Геннадий Павлович сĕннипе ял-йыш çак вырăнта илем тата çимĕç кÿрекен йывăçсем лартма тытăннă. Мĕнле кăна йывăç çук-ши: хыр, чăрăш, хурăн, йăмра... Кунтах ял-йыш вăйĕпе тăватă пĕве тунă. Вĕсенчен кăшт çÿлерехре – плотина. Пулă ĕрчетеççĕ.

Çырмари йывăçсене пăхса-асăрхаса тăраççĕ Торăпкассисем. Хăшпĕр çĕрти пек выльăх-чĕрлĕх кĕреймест кунта. Кашни çынна уйрăм лаптăк çирĕплетсе панă. Хĕрĕх сотка таран. Çав çĕр çинче улмуççи ÿстереççĕ те ял çыннисем. Республикăри чылай яла çитсе курнă эпĕ, анчах та тăван тавралăха юратакансем Торăпкассинчи пек йышлă пулнине ниçта та курман. «Пурте – пĕриншĕн, пĕри – пуриншĕн» текен чĕнÿ кунта чăннипех тивĕçлĕ вырăн тупнă.

- Тавах çавăншăн Геннадий Павловича, - тет ял-йыш, сăпайлă та кăмăллă çыннăн пархатарлă тĕслĕхне ырласа.

Павловсен ачисем те, кĕрÿшĕсемпе кинĕ те - çут çанталăка, тăван тавралăха юратакансем, унăн илемĕпе пуянлăхĕ ытларах та ытларах пултăр тесе тăрăшакансем. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен пирĕн пурнăç шăпах çавăн пек хитре çынсем пуррипе илемлĕ.



"Хыпар"
26 января 2004
00:00
Поделиться