Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван çурта мĕншĕн тÿлесе илмелле?

      Халĕ чăваш ялĕнче пурăнакан çурт хуçи вилсен еткерçĕн – ачин - çак çурта хăй çине куçарттарма ял администрацине мар, район центрне каймалла, тăван кил-çурта тÿлесе илмелле. Кун пирки «Хыпар» хаçатра «Вулакан ыйтать, сĕнет, асăрхаттарать» кăларăмра çичĕ автор хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Анчах пуçлăхсем вĕсене асăрхамарĕç пулмалла, нимĕнле хурав та памарĕç.

      Иртнĕ çул пирĕн районта БТИ (техника инвентаризацийĕн бюровĕ) çуралчĕ. Унăн чиновникĕсем ялсем тăрăх çÿреме пуçларĕç, кашни пÿрте кĕрсе, кашни çурта сантиметрпа виçсе çырчĕç, хучĕ çине алă пустарчĕç. Ман шутпа, вĕсен ял çыннин пурлăхне тĕрĕслесе шута илме нимĕнле право та çук. Кам ирĕк панă вĕсене уйрăм çын пурлăхĕпе хуçаланма? Конституцире çапла çырса хунă: «Частная собственность на имущество неприкосновенна». Тăван кил-çурта тÿлесе илмелли йĕрке ниçта та, нихăçан та пулман. Мĕншĕн кун пирки малтан халăха пĕлтермен?

     Халĕ БТИ чиновникĕсем ялсенчи кил-çурт хуçисем чирлесе е ватăлса вилессе кĕтсе ларнă пек пулса тухать. Ара, вĕсем вилсен, ачисен (çамрăк çемьесен) ашшĕ-амăшĕн çуртне укçа тÿлесе илмелле вĕт-ха. Янтă укçа илĕртÿллĕ. Çамрăк  еткерçĕшĕн  вара - çухату куççулĕ.

     Çав вăхăтрах пирĕн Президентăмăр Н.В. Федоров çамрăк çемьесене тÿлевсĕр хваттерсене вырнаçтарасшăн тăрăшать. Асăннă пулăмсем пĕр-пĕринпе сыпăнмаççĕ, пĕр-пĕрне хирĕçлеççĕ.



"Хыпар"
05 февраля 2004
00:00
Поделиться