Васильевсен пĕви патĕнчи сывлăх сукмакĕ.
Васильевсен пĕви патĕнчи сывлăх сукмакĕ.
Элĕкри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта 900 ытла ача вĕренет. Шкулта физкультура вĕрентекенĕсем те тăваттăн. Вĕсем – йĕлтĕрпе ярăнас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Лев Августович Данилов, хăвăрт утас енĕпе спорт мастерĕ Георгий Геннадьевич Трофимов тата Александр Никифорович Ивановпа Сергей Афанасьевич Сергеев. Паян вĕсем тăваттăшĕ те пĕр вăхăтрах физкультура урокĕ ирттереççĕ.
Урокра – вуннăмĕшсем. Тăватă класс. Вĕрентекенсем çывхарнине кура спорт тумĕ тăхăннă хĕрсемпе каччăсем пĕр рете тăрса тухрĕç. Кашни класс вĕрентекенĕ ачасене паян урокра мĕн тăвасси пирки каларĕ. Лев Августович вĕренекенсене урокра 2-3 çухрăм йĕлтĕрпе ярăнмалла терĕ. 3 хĕрĕн вара паян теори ыйтăвĕпе ĕçлемелле. Хĕрсем тÿрех библиотекăна кайрĕç. Ыттисем – Васильевсен пĕвине çул тытрĕç. Эпĕ те вĕсенчен юлмарăм. Сăмах май, паян физкультура ытти уроксем пекех хисеплĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ те ĕлĕкхи пек: «Эй, çав физкультурăпа мĕншĕн çавнашкал çирĕп ыйтмалла;» - темест. Аса илтерем-ха, физкультура урокĕ халь эрнере виçĕ хут пулать. Урокра ачасем теори ыйтăвĕсене те пăхса тухаççĕ. Кашни ачан ку предметпа ятарлă тетрадь пур. Пурин те спорт тумĕпе пымалла. Физкультура вĕрентекенĕсем киле ĕçсем те парса яраççĕ. Кайран вĕсене тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Сăмахран, ачасен кашни кун миçе хут туртăннине, вырăнтан вăрăмăшне сикнине тата ыттине те паллă туса пымалла.
Нарăс уйăхĕ1-мĕшĕнче вара районта физкультурăпа пуçласа Олимпиада ирттернĕ. Унта кашни шкултан тăватшар ача хутшăннă, теори ыйтăвĕсене епле пĕлнине тĕрĕсленĕ.
Тепĕр çĕнĕлĕх те пур ку тăрăхра. Элĕк шкулĕн физкультура вĕрентекенĕсене кăрлач уйăхĕнчен класс тулашĕнчи ĕçсемшĕн хушса тÿлеме тытăннă.
Мана вара уйрăмах акă мĕн тĕлĕнтерчĕ. Хăш-пĕр районти шкулсенче пĕр йĕлтĕр те çук пулсан кунта пурте тенĕ пекех йĕлтĕрлĕ. Темиçе ача кăна çуран утатчĕ. «Пирĕн 70 проценчĕн пластик йĕлтĕр. Шкулăн пĕтĕмпе те вунă мăшăр кăна, ыттисене йăлт ачасен ашшĕ-амăшĕ туянса панă. Эпĕ вĕсене ăнланнишĕн тав сăмахĕ каласшăн», - чунне уçать Лев Данилов. Лев Августович пĕлтернĕ тăрăх, шкулта йĕлтĕрпе ярăнас енĕпе ятарлă секци çук. Апла пулин те 8-мĕш класра вĕренекен Наташа Андреева пĕлтĕр йĕлтĕрпе ярăнас енĕпе республикăри ăмăртура иккĕмĕш пулнă. Кăçал вара - Эдик Васильев иккĕмĕш пулнă.
Эпир пĕве урлă каçса сăртлă, çырмаллă вырăна çитрĕмĕр. Кунта маларах Лев Августович буранпа çул туса хунă иккен. Чылай çĕрте ятарлă паллăсем лартса тухнă. Вуннăмĕшсем йĕлтĕрпе ярăнма пуçланă иккен. Вĕрентекенĕсем те – вĕсемпе пĕрлех. Лев Августович вара мана юлташ пулма килĕшрĕ. Эпир унпа çÿллĕ вырăнта тăратпăр. Кунта çамрăксем çамрăксем епле ярăнни ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. Сăнанă тăрăх, вĕсенчен ытларахăшĕ ирĕклĕ майпа ярăнать. Лев Августович пĕлтернĕ тăрăх, 11-мĕш класри темиçе ача кăна ку мелпе ярăнма хăнăхайман, ыттисем пурте пĕлеççĕ.
... Çĕр ытла ача йĕлтĕрпе ярăннине сăнаса тăма питĕ интереслĕ. Кĕçех пире хирĕç сăрт çинчен Георгий Геннадьевич Трофимов учитель йĕлтĕрпе ярăнса анни курăнчĕ. Ку трасса питĕ хăйне май иккен. Акă вăл темиçе пĕчĕк тăвайккине хыçа хăварса çырмара çухалчĕ... Унтан чăнкă вырăнтан пирĕн ума кап! çеç хăпарса тăчĕ.
«Элĕк экстримĕ!» - шÿтлерĕ Лев Августвоич. Унăн йĕлтĕрĕ 7 пин тенкĕ тăрать. Вăл хăех каять.»
Хавслă, сывлăхлă çынсен хушшинче 45 минут епле иртнине те сисмерĕм. Кĕрен сăн çапнă каччăсемпе хĕрсем кĕçех шкул еннелле вĕçтерчĕç. Йĕлтĕрĕсене вĕсем килне илсе каймаççĕ-мĕн, спорт шкулĕнче упраççĕ.
Лев Августовичăн кунта хăйне евĕр мастерской та пур иккен. Унта тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр, пĕчĕк станок, клейсем... Вăл йĕлтĕрсене, пушмаксене хăех юсать. Ырă кăмăллă, тараватлăскере вĕрентекенсем те хисеплеççĕ. Ахальтен-им ăна 2001 çулта «Чи лайăх физкультура учителĕ» ята тата Президент премине панă.