Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чĕре евĕр çыру.

       «Сывă-и , Наташа? Пирĕн сана питĕ курас килет.  Вăхăт пулсан кил. Ыран пире интерната илсе каяççĕ. Анюта.»

        Амăшĕ патне çакăн пек çыру янă 2-мĕш класа çÿрекен Анюта хăйсене Куславккари интерната ăсатас умĕн. Çырăвне вăл чĕре евĕр касса кăларнă хут татки çине шăрçаланă. Хĕрача амăшне «анне» тесе те чĕнмен. Ахăртнех, хĕрарăм хăйне çапла каланине тивĕç маррине ăнланнă пĕчĕк чун. «Вăхăт пулсан кил», - тет-ха Анюта. Амăшĕ ниçта та ĕçлеменнине  пĕлсе вăл çакăн пек çырма пултарни тĕлĕнмелле.

«Çак çырăва вуласа йĕрсе пĕтрĕм. Тÿрех Наташăсен кÿрши патне шăнкăравларăм. Куславвкана илсе каиччен ачисене килсе куртăр терĕм. Паллах, çырăвне те ялти çынсенчен парса ятăм. Киле таврăнтăм та – ман пата кĕçĕн ывăлăм чупса пычĕ: «Аннеçĕм, эсĕ мана хăçантанпа юратман»,- тесе ыталаса илчĕ. Ачана çупăрларăм та каллех йĕме пуçларăм. Анютăн çырăвĕ, вĕсем епле пурăнни куç умне тухрĕ...  Питĕ шеллерĕм  çав  ачасене. Шел те, анчах Наташа ачисене ăсатма пымарĕ. Чĕре евĕр çыру та ун пăрланнă чунне ирĕлтереймен. «Тата кăштах кĕтĕр-ха, килет вăл, килетех», - терĕ пĕрмай Анюта. Унăн çиччĕри тата пиллĕкри шăллĕсене Куславккана вырнаçтарса килнĕ хыççăн  тепĕр кунне хам невропатолог патне кайрăм», - пытармасть халь Элĕкри çул çитмен ачасен ĕçĕсен комиссийĕнче ĕçлекен Т. С. Димитриева.

Тĕрĕссипе, ку ĕç-пуç виçĕм çул пулнă, анчах Татьяна Сергеевна ăна паянхи кунчченех манаймасть.

Çак çемье тырă, пăрçа, фермăран илсе килнĕ хывăх çисе ÿснĕ. Амăшĕ эрех ĕçнĕ кунсенче вара пĕçермесĕрех апатланнă. Çамрăк хĕрарăм ниçта та ĕçлемен, тĕпренчĕкĕсене пăхман, эрех ĕçсе çÿренĕ. Ачисене те качча каймасăрах çуратнă...

      «Хывăх, тырă çиекен ачасене малтанах район больницине вырнаçтартăмăр. 5 çулти арçын ача: «Ман вăй çук, çывăрас килет», - тет. Вĕт кукăль патăмăр та пĕрре çеç çыртрĕ – тек чăмлаймасть. Хăйĕн шăммипе тирĕ çеç. 1-мĕшпе 2-мĕш класа çÿрекен ачисем хăть шкулта вĕри апат çинĕ. Кĕçĕнни вара хывăхпа та пăрçапа кăна пурăннă», - куççульне шăлать хĕрарăм.

Ку çеç-и? Татьяна Сергеевна каласа панă тăрăх, вĕсем тепĕр çемьерен тăватă ачана илсе тухнă. Çак çуртра курнине те ниепле те асран кăлараймасть вăл.

         «Пÿртре пĕр кравать те çукчĕ. Çемье урайĕнче выртса тăнă. Ачисем пурте кăрчанкăллă, кĕçĕллĕ. Пĕрин хăлхи сухăрпа тулнă. Çулталăк çурăри арçын ача йĕмне тахçантанпах улăштарман пулас. Йăлт хытса, çыпăçса ларнăран ача утаймасть те. Мĕн пытармалли, кăрчанкăллă ачасене тытма та шиклентĕмĕр, наçилккасем çине хурса йĕтса тухрăмăр», - иртнине аса илсе халĕ те çÿçенет Татьяна Сергеевна.

...Татьяна Димитриева районти шалти ĕçсен пайĕн тата прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле ялсене кăнтăрлахи тата каçхи рейдсене çÿрет. Сăмахран, 2002 çулта районта 127 йывăр çемье шутланнă. Пĕлтĕр вара 39-шне йывăррисен шутне кĕртнĕ. Кунашкал çемьесенче ашшĕ е амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхет, ниçта та ĕçлемест, ачисене пăхмасть, алă çĕклет.

«Пĕлтĕр эпир 7 çемьене ашшĕ-амăш ирĕкĕсĕр хăварнăччĕ. Кăçал вара кун пек 4 тĕслĕх пулчĕ. Пĕлтĕрхисен ачисене интернатсене ăсатнăччĕ, кăçалхисене вара тăванĕсем усрава илчĕç.

Паян йывăр çемьесемпе ытларах ял администрацийĕсем ĕçлеççĕ. Кашнийĕнчех общественноç канашĕ йĕркеленĕ», - каласа парать Т. Димитриева.

...Çул  çитмен ачасен хушшинче йĕркене пăснă тĕслĕхсем те чакса пыраççĕ. Сăмахран, 2001 çулта 14 çула çитмен 26 ача йĕркене пăснă-тăк, 2002 çулта – 6, пĕлтĕр 8 тĕслĕх тупса палăртнă», - пĕлтерет Т. Димитриева.

Çул çитмен ачасен ĕçĕсен комиссийĕнче ĕçлекенсем йĕркене пăсакансен йышĕ чактăр тесе ял администрацийĕсене çитсе ятарлă калаçусем ирттереççĕ, шута илнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕпе час-часах тĕл пулаççĕ.

Татьяна Сергеевнăпа сыв пуллашнă хыççăн кăрчанкăллă, хывăх çисе пурăннă ачасен шăпи пуçран тухма пĕлмерĕ. Паянхи саманара та ялсенче çакнашкал ÿкерчĕк хуçаланни питех те тĕлĕнтерчĕ мана.

Пĕчĕк Анюта тата... Мĕнле пурăнать-ши вăл? Ачасем пирки Наташа аса илет-ши?

«Куславккари интерната кайсан Анюта пирки ыйтса пĕлтĕм. Ăна икĕ уйăхранах  пĕр çемье усрава илнĕ-мĕн. Хĕрача «5» паллăсемпе кăна вĕренет иккен. Питĕ пултаруллă ача терĕç ун пирки», - каласа парать Татьяна Димитриева.

Эрех ĕçекен хĕрарăмăн та чунĕ çук мар-тăр. Ачисене ăсатма мĕншĕн пыманнин сăлтавне амăшĕ хăй кăна пĕлет пуль. Тĕпренчĕкĕсене аса илет-ши вăл? Темле... Çавăнпа Наташа качча кайнине пĕлсен тĕлĕнме те пĕллмерĕм...



10 февраля 2004
00:00
Поделиться