Мухтавлă тантăшăм.
Григорий Иванович Иванов Кураккасси ялĕнчи хресчен çемйинче 1928 çулхи апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче кун çути курнă. Çемьере аслă ачи пулнă. Çавна май унăн пур ĕçре те ашшĕне пулăшма тивнĕ. Гриша вуннă тултарсан амăшĕ çĕре кĕрет. Çамрăкăн пурнăçĕ татах та йывăрланать.
Гриша шкула çÿреме пуçлать. Лайăх вĕренет. Пуçламăш шкула Сурăмваррине утать, çичĕ çул вĕренмеллине Хирлеппуçне çÿрет. Çемьере татах инкек: ашшĕ вилсе каять. Апла пулин те Гриша пĕлĕвне малалла ÿстерет. Элĕкри вăтам шкулта «пиллĕк» паллăпа вĕренсе пырать. Эпĕ, унпа пĕр класра пулнă май, вăл тăрăшуллă та пултаруллă пулнине лайăх астăватăп. Çапла ăна учком председательне суйларĕç. Гриша учительсене вĕренĕве, ачасене ĕçе хăнăхтарассине лайăхрах йĕркелеме пулăшаканĕ пулса тăчĕ. Вĕренекенсем колхозсенче çĕрулми кăларса пухса кĕртетчĕç. Çак ĕçе шăпах учком ертсе пынă. Шкула хутса ăшăтма вуттине те аслă классенче вĕренекенсем хатĕрлетчĕç. Паллах, учительсем те пĕрлех пулнă.
Вăл вăхăтра кăмăллă та пултаруллă хĕрарăм Мария Хрисанфовна Алексеева шкул ертÿçинче ĕçлĕрĕ. Эпĕ 10-мĕш класран вĕренме пăрахма шутларăм. «Манăн тепĕр икĕ уйăхран салтака кайма ят тухать. Атте-аннене колхозра ĕçлесе пулăшас», - тетĕп. Мария Хрисанфовна пирĕн пата çĕрулми кăларнă çĕре пычĕ, эпĕ мĕншĕн вĕренме çÿременнине ыйтса пĕлчĕ. Эпĕ вăл каланине тĕпе хутăм, вăтам пĕлÿ илтĕм. Вăл вăхăтра Мария Сергеевна, Дора Федотовна, Гурий Максимович, Таисия Ильинична тата ыттисем те пултарулăхĕпе палăратчĕç.
Вăрçă вăхăтĕнче нумай вĕрентекенсене фронта илсе кайрĕç. Аслă пĕлÿллĕ учительсем шкулта сахалланса юлчĕç. Экзаменсене тыттаракан комисси аслă пĕлÿллисенчен кăна тăмалла пулнă. Çавнашкалли вара Элĕк шкулĕнче кăна шутланнă. Ахальтен мар кунта ытти çĕртен те килсе экзаменсем тытрĕç. Паллах, комисси витĕр тухайманнисем те пулчĕç.
Гриша вара пур предметпа та лайăх пĕлÿ илнине кăтартрĕ. Вăл çав çулах Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕчĕ. Алла диплом илсен ăна Кемерово облаçне ĕçлеме янă. 1954 çулта Тутар республикинче ветеринари участокĕн заведущине çирĕплетеççĕ. Григорий Иванович 1961 çулта тăван республикăна ĕçлеме куçать. Шупашкарти ветеринари поликлиникинче тимлет. Унтан Ял хуçалăх министерствинче вăй хурать. Часах çавăнтах ветеринари уйрăмне ертсе пыма çирĕплетеççĕ. Çав ответлă ĕçре вăл 1981 çулчченех тăрăшать. Ветеринари службинче ырă улшăнусем сахал мар пулаççĕ. Хĕрĕх ытла учреждени хута кайнă.
Г. Иванов 1981 çултанпа Хура тăпраллă мар зонăри ветеринарипе тĕпчев ĕçĕсен институчĕн Шупашкарти уйрăмне ертсе пырать. Вăл пурĕ 250 наука ĕçĕ хатĕрленĕ. Çав шутра уйрăм кĕнекесем – 10. Хальхи вăхăтра Григорий Иванович выльăхсене массăллă чирсенчен сыхласа хăвармалли меслетсем, çĕнĕ эмелсем туса кăларса усă курас енĕпе ĕçлет. Вăлах студентсем умĕнче лекцисем вулать.
Г. Иванов – ветеринари наукисен кандидачĕ, Хусанти ветеринари академийĕн хисеплĕ профессорĕ, республикăри инженерипе технологи академийĕн академикĕ. Ĕçри пысăк ÿсĕмсемшĕн ăна темиçе медаль парса чыс тунă. Вăл Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ. Григорий Ивановича республикăри Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ.