Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Отчетсемпе суйлавсем пыраççĕ.

     Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче халĕ ответлă тапхăр. Отчетсемпе суйлавсем пуçланчĕç. Çавна май хуçалăхсен ертÿçисем иртнĕ вăхăтри ĕç-хĕл çинчен отчет тăваççĕ. Ял ĕçченĕсем çавна хаклаççĕ. Пухусенче малашнехи задачăсене палăртасси те тĕп вырăнта.

«Самолет», «Динамо», «Ямаш», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче иртнĕ тапхăрти ĕçсене пĕтĕмлетрĕç те ĕнтĕ, малашлăх çинчен те калаçрĕç. «Ямаш», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче улшăнусем пулчĕç. Малашне ямашсен ĕçне кунта малтан та ертÿçĕре вăй хунă Алексей Исаевич Димитриев йĕркелесе пырĕ. Мăнвылăсем ертÿçĕ Пулма хĕрарăма суйларĕç.

Отчетпа суйлав пухăвĕсем февраль уйăхĕнче пур хуçалăхсенче те иртмелле.



18 февраля 2004
00:00
Поделиться