Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăка илĕртме çăмăл мар.

   Кашни район администраци çумĕнче паян çамрăксен пайĕ пур. Элĕксен вăл культурăпа спорт, çамрăксен пайĕ ятлă. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ ăна Нина Вячеславовна Димитриева ертсе пырать. Çак пысăк пай еплерех ыйтусемпе ĕçлет-ха? Яш-кĕрĕмпе хĕр упраçăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереет-и? Çамрăксен тата сывă пурнăç çулталăкĕнче мĕнле ĕçсем тума палăртнă? Çак ыйтусем тавра калаçу пуçартăмăр эпир Нина Вячеславовнăпа.

Культурăпа спорт, çамрăксен пайĕ ялти яшсемпе хĕрсем валли чылай мероприяти ирттерет. Пĕлтĕр, сăмахран, районти çамрăксен пĕрлĕхĕсен фестивальне йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне çамрăксен клубĕсем те пур. Урпашри  «Орбашовецсем» клуб членĕсем экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлеççĕ, ятарлă хаçат та кăлараççĕ. Вутланти вулавăш çумĕнче «Оптималист», Чăваш Сурăм музейĕ çумĕнче «Çамрăк патриотсем», Карачурара спорт тата çамрăк çемьесен клубĕсем ĕçлеççĕ.

КВН ирттересси, çамрăксен кунне палăртасси Элĕкре йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

2004 çул çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ пулнине шута илсе пуш уйăхĕнче «çавра сĕтел» ирттерме палăртнă. Унта сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси пирки калаçĕç. Кунсăр пуçне кăçал КВН вăййисене анлăрах ирттерĕç, професси енĕп чи лайăх çамрăка палăртĕç.

Ĕç условийĕ лайăх: пайăн компьютер та, видеокамера та, фотоаппарат та пур.

«Элĕк дотаци илекен район пулнипе хамăрăн укçа нумай мар. Апла пулин те спонсорсемпе ĕçлеме тăрăшатпăр, тĕрлĕ проект хатĕрлесе республикăри конкурса хутшăнатпăр», - пытармасть Нина Димитриева. Сăмах май, пĕлтĕр вĕсем тĕрлĕ проектшăн 18 пин тенкĕ выляса илнĕ.

Нина Вячеславовна пĕлтернĕ тăрăх, хăш-пĕр ялта çамрăк çемьесен йышĕ нумайланнă. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр Вутланра çамрăк 9 çемье пулнă-тăк, кăçал – 14. Ехремкассинче 299 çамрăк пулнă-тăк, халĕ – 310. Çавăн пекех Тавăт тăрăхĕнче те яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç нумай иккен. Çамрăксем яла юлма пуçланине Нина Димитриева патшалăх пулăшу панипе çыхăнтарать. Сăмахран, пĕлтăр районти 10 çемьене 460 пинлĕх пулăшнă.

Апла пулин те йывăрлăх чылай. Сăмахран, ялсенче çамрăксен лидерĕсем çук. Хальлĕхе вырăнти çамрăксемпе ял администрацийĕсем ĕçлеççĕ. Ун çумĕнче çамрăксен канашне йĕркелесен аван пулмалла, мĕншĕн тесен ял администрацийĕсен хăйсен те ĕç нумай. Çавна май вĕсем çамрăксемпе туллин ĕçлеймеççĕ.

Элĕк район администраци пуçлăхĕ Владимир Ильич Анисимов шкулсенчи спорт залĕсене каçхи вунă сехетчен ĕçлеттермелле тесе хушу та кăларнă. Анчах пур шкулта та ку хушăва ырламаççĕ-мĕн. Çапла, çамрăка яла юлма илĕртес тесен нумай ĕçлемелле.



19 февраля 2004
00:00
Поделиться