Çăкăр кăна пĕçермеççĕ
Элĕкри çăкăр завочĕн алăкĕнчен кĕнĕ-кĕменех сăмсана килте вут хутса çăкăр пĕçерсе кăларнă хыççăнхи ырă шăршă кăтăклама пуçлать. Акă, тин çеç пысăк кăмакаран пиçсе тухнă çăкăр-булкăсем кустăрмаллă ещĕксем çинче çуллахи уяр çанталăкра шăркана ларнă тырă шăршине сапаласа выртаççĕ. Заводра нумай хушă тытăнса тăмаççĕ вĕсем, экспедиторсем тивĕçлĕ хутсене çыраççĕ те продукцие çийĕнчех ятарлă автомашинăсем çине тиенеççĕ. «Çăкăр» тесе çырнă фургонсем кĕçех район центрĕнчи, ялсенчи магазинсене туха-туха каяççĕ.
- Кăçал çăкăр турттаракан машинăсен маршручĕ татах та вăрăмланчĕ, - терĕ Любовь Порфирьева технолог. – Халĕ эпир туса кăларакан продукци Çĕмĕрле районĕнчи 13 магазина ăсанать.
Ку çĕнĕлĕх мĕнрен килнине тÿрех ăнлантăм-ха эпĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче Элĕк тата Çĕмĕрле райповĕсен пуçлăхĕсем суту-илÿ, таварçаврăнăш, пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕм коопераци ĕçне Элĕк райповĕн никĕсĕ çинче йĕркелесе пыма килĕшÿ тунăччĕ. Çак килĕшÿ ĕçлеме пуçланă та авă.
- Продукци çителĕклех кăларатăр пулĕ, ассортимент мĕнлерех; - ыйтатăп технологран.
- Пĕтĕмĕшле илсен, умри тĕллевсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ,- хуравларĕ Любовь Григорьевна. – Анчах кăсăкла пулăмсем те курăнма пуçларĕç. Маларахри вăхăтра эпир темиçе сортпа çăкăр-булка кăлараттăмăр. Паллах, пысăк пахалăхлă çăнăхран тата тутлăхлă япаласем хушса. Вĕсен пахалăхĕ те лайăх, сывлăхшăн та усăллă. Темшĕн-çке кăмăлласах туянмарĕç пирĕн продукцие, хаклăрах терĕç пуль-и. Халĕ ытларах «Дарницкий» çăкăр пĕçеретпĕр. Батонсем, сушкăсем, бубликсем кăларатпăр. Шурă çăнăхран пĕçернĕ изделисене çĕмĕрлесем юратса туянаççĕ.
Çăкăр заводĕнче чылайранпа ĕнтĕ кондитер изделийĕсем туса кăлараççĕ. Ку енĕпе икĕ бригада ĕçлет. Светлана Павлова бригадинчи кондитерсем, акă, тутлă шерпет, рулет, кекс пĕçерме вĕренсе çитнĕ. Венера Федулова бригади вара техĕмлĕ сушкăсемпе бубликсем, пĕремĕк-печени хатĕрлеме ăста.
Заводăн малашлăхĕ мĕнлерех-ха; Ку ыйтăва предприяти директорĕ Александр Никифоров çапла хуравларĕ:
- Пирĕн продукци калăпăшне ÿстерме майсем çук мар. Çăнăх та, сахăр-кисель те, ытти компонентсем те çителĕклĕ. Анчах завод кивелсе çитрĕ. Ăна темиçе хутчен те юсанă-çĕнетнĕ, çапах паянхи ыйтусене тивĕçтереймест. Паха тавар кăларас, Элĕк çăкăрĕ ытти заводсене продукцийĕпе танлашса тупăштăр тесен ку чухнехи оборудовани кирлĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле. Тĕллевĕмĕр шăпах çакă пулса тăрать те ĕнтĕ пирĕн.