Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ача-пăча пĕрлешĕвĕ усă çеç кÿрет

     Ачалăх чи телейлĕ те илемлĕ вăхăт. Асра юлакан самантсемпе пуян вăл. Шухăша путатăн та, шкул тапхăрĕнчи интереслĕ вăхăтсем куç умне тухаççĕ. Хĕрлĕ ялав айĕнче рапортсем пани, горнпа параппан сассисем мăнаçлăн янăрани те асрах-ха. Ун чух хĕрлĕ галстукпа значоксăр шкула пĕр кун та кайман. Пирĕншĕн вăл çирĕп йĕрке пулнă. Халĕ вара пачах урăхла ăру çитĕнет, ачалăхĕ те расна. Çавăнпа та хальхи вăхăтра паянхи кун ыйтнă пек ĕçлекен ача-пăча пĕрлешĕвĕсем кирлĕ.

  Урпаш ял администрацийĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Орбашевцы» ача-пăча организацийĕ пирки, тен, илтнĕ те эсир. Çак организацие йĕркелесе яракансенчен пĕри – ял администрацийĕн пуçлăхĕ Л. Иванова пире пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, сăнÿкерчĕксен альбомне кăтартрĕ.

    - «Орбашевцы» ача-пăча пĕрлешĕвĕ ĕçлесе кайтăр тесе библиотека заведующийĕ А. Фирсова та нумай тимлерĕ. Малтанах йĕркеленÿ тапхăрĕ çеç пулчĕ пулсан, 2003 çул пуçламăшĕнче тĕплĕ план туса çирĕплетрĕмĕр. Ун хыççăн ăна пурнăçа кĕртессишĕн ĕçлеме пуçларăмăр. Хальхи вăхăтра пĕрлешĕве Н.В. Димитриева ертсе пырать, - каласа парать Людмила Иванова.

    Организацире 12 ача шутланать. Кашни мероприятие тенĕ пекех ял çыннисем хутшăнаççĕ: йывăçсем лартаççĕ, тăван тавралăха тĕпчеççĕ, физкультурăпа спорт мероприятийĕсем ирттереççĕ. Çулçÿреве те тухаççĕ. Унта вĕсем пулă тытма, çăлкуç шырама, палатка лартма, кăвайт чĕртме вĕренеççĕ. Çав вăхăтрах çутçанталăка сиен тата хăйсем хыççăн тирпейлесе пуçтарса хăварма хăнăхаççĕ. Хĕл кунĕсенче сурхури те чупаççĕ.

  «Орбашевцы» организаци членĕсем çăварние те паллă тумасăр хăвармарĕç. Йĕлтĕрпе чупассипе, капăр çунашкасемпе тăвайккинчен ярăнассипе ăмăртрĕç.

     Пĕр-пĕр шкулти организаци мар ку, паллах. Тен, хăшĕсем мĕн тума кирлĕ кун пек организаци тейĕç. Анчах та çамрăка пурнăçра кăсăклантараканни кирлех. Шел, тахçанхи пек «тимуровецсен» командисем те çук халь. Ачасене хавхалантарса пымаллах пек туйăнать. Çутçанталăка упрама, ăна юратма, культурăллă канма вĕренни те мĕне тăрать. Шкул ачисем пушă вăхăтра ахаль ирттерменни те усăллă. Эрех ĕçсе, пирус туртса çÿрени мар ĕнтĕ. 



09 марта 2004
00:00
Поделиться