Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фронтовик, учитель, сăвăç.

    «Пурнăç çулĕпе» хаçатра Арсений Ефимов ĕçпе вăрçă ветеранĕн сăвви пичетленнĕ. Унăн хайлавĕсем хаçатра пĕрре мар кун çути курнă. Сăвва вуланă май, ума шкул çулĕсем тухса тăчĕç.

Эпĕ 50-мĕш çул пуçламăшĕнче çиччĕмĕш класра вĕренеттĕм. Литература кружокне вырăс чĕлхипе литература учителĕ А. Ефимов ирттеретчĕ. Пире сăвăсем çырма вĕрентетчĕ, «строфа», «рифма», «ритм» терминсене эпир ун чухне пуçласа илтнĕ.

Арсений Ефимович, Мăн Вылă ялĕнче çуралнăскер, тăватă çул пуçламăш шкулта, унтан Штанашри колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче, хыççăн Етĕрнери педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1933 çулхи сентябрьте унăн пĕрремĕш вĕренÿ çулĕ пуçланать. Çапла Мăн Вылă шкулĕнче ĕçе кÿленет вăл. Çав хушăрах учительсен институтĕнче пĕлĕвне малалла ÿстерет. Пысăк хавхаланупа ĕçлесе пынă вăхăтрах çамрăк вĕрентекенĕн ят тухать. Хĕрлĕ çар ретне тăрать Арсений. Ăна пултарулăхне кура полк штабĕн писарĕ пулма шанаççĕ. Мĕнех тăвăн, унăн салтак служби аслă вăрçă çулĕсемпе пĕрле килет. А.Ефимов, алла хĕçпăшал тытса, Киев, Житомир, Львов хулисене тата Польша, Венгри, Чехословаки çĕрĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать.

Арсений Ефимович мирлĕ ĕçре те ырăпа кăна палăрать. Вăл Мăн Вылă шкулĕнче директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ, нимĕç тата вырăс чĕлхипе литературин учителĕнче ĕçлет. Пĕлÿ тĕнчинче хĕрĕх çул тимлет. Вăл çав тапхăрта çĕршер ачана пĕлÿ парать. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш педагогика институтĕнчен вĕренсе тухса диплом (виççĕмĕш) илет.

Юратнă вĕрентекенĕм 1980 çултанпа тивĕçлĕ канура, обществăлла ĕçре хастар-ха вăл. Районта, республикăра тухса тăракан хаçатсемпе туслă çыхăнура. Вĕсен страницисенче учитель-педагогăн сăввисем час-часах пичетленеççĕ. Арсений Ефимовичăн уйрăм кĕнекесем те пур. Кусем – «Эпĕ çутăрах  çунасшăн», «Чăваш халăх кĕвви», «Çунатлă музыкантçă». Унăн сăввисем çăмăллăн вуланаççĕ, асамлă сăнарсем урлă шухăшне вулакан патне çитереççĕ.

Учитель-ветеранăн çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалланă сăвăсем те пур. Вĕсене вăл, паллах, хăй тÿссе ирттернине шута илсе хайланă. Ахальтен мар ĕнтĕ уявсенче унăн кăкăрĕ çинче II степенлĕ Отечественнăй вăрçă орден, «Паттăрлăхшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн», «Ĕçри хастарлăхшăн» тата ытти медальсем вуннă ытла йăлкăшаççĕ.

Учитель-фронтовик тăван шкулĕшĕн яланах кĕтнĕ хăна, вĕрентекенсене патриотизмла воспитани парас ĕçе хастар хутшăнать.



17 марта 2004
00:00
Поделиться