Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сцена çинче – пĕчĕк артистсем

 

     Район администрацийĕн культурăпа спорт пайĕ «Ялан шыравра» ятпа ача-пăча театрĕсен фестивальне ирттерчĕ. Шкул ачисем юмахсенче, пьесăсенче, драмăсенче вылярĕç. Эрне хушшинче Юнтапа, Ехремкасси, Тавăт, Питĕшкасси тата Чăваш Сурăм культура çурчĕсенче пĕчĕк артистсен пултарулăхĕпе паллашрăмăр. Чăннипех те, талантлă ачасем пур пирĕн. Куракансем тăвăллăн алă çупни те çакăн çинченех калать. Çитес эрнере чи лайăх коллектива Элĕкри культура çурчĕн сцени çинче курма пулать.



23 марта 2004
00:00
Поделиться