Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пурте пĕр пек ĕçлемеççĕ

 

     Мĕн акатăн - çавă шăтать, теççĕ. Авалтанах пыракан ку сăмахсене çак кунсенче уйрăмах  ĕçпе çирĕплетни кирлех. Мĕншĕн тесен ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç.

   «Слава» хуçалăхра вара хĕрÿ тапхăра тĕплĕн хатĕрленни куçкĕретех. Юнтапасем, паянхи куна илсен, акмалли пур культурăсене те пĕрремĕш тата иккĕмĕш классене çитерчĕç. «Звезда» кооперативри вăрлăх та, тĕпрен илсен, ака стандарчĕн пысăк класĕсене ларать.

Юлашки вăхăтра «Родина», «Трудовик», «Пучах», «Самолет», Ульянов ячĕллĕ, «Мир» хуçалăхсем мĕнпур тĕш-тырă культурисене аласа пĕтерсе тĕрĕслеттернĕ.

   «Выла», «Ямаш», «Дружба», «Динамо» хуçалĕхсенче вăрлăх тасатассине çаплах йĕркелемен.    

 

 

 



24 марта 2004
00:00
Поделиться