Миçен эпир, элĕксем?
2002 çулхи октябрĕн 9-16 мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕ иртрĕ. Статистика органĕсем çырав кăтартăвĕсене туллин пĕтĕмлетсе пĕтернĕ. Унăн чи паллă кăтартăвĕ - çĕршывра халăх йышĕ чакни. Çакă пирĕн республикăпа районта та курăнать. Акă, Чăваш Республикинче ялан пурăнакан халăх йышĕ 1 миллион та 314 пин çын шутланать. Çакă 1989 çулхинчен 24 пин сахалтарах. Перепиç Элĕк районĕнче 21745 çын пурăннине кăтартса парать. 1989 çулта ку хисеп 24 пин çын майлă пулнă. Районта хĕрарăмсем арçынсенчен нумайрах: хĕрарăмсем – 11404, арçынсем – 10341. Пуринчен малтан çакă арçынсем иртерех вилнипе çыхăннă.
Элĕк салинче 2914 çын пурăнать, вĕсенчен 1388 – арçынсем, 1526 – хĕрарăмсем.