Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юбилей тĕлне – кĕнеке те, асăну хăми те

 

     Вутлан шкулĕн коллективĕ А. Ананьева тивĕçлĕ канăва чыслăн ăсатсан та чуншăн çывăх пулса тăнă вĕренÿ заведенийĕпе тытакан çыхăнăва татман вăл. Шкул юбилейĕ умĕн Александр Ананьевич «Вутлан шкулĕ 90 çулта» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Педагогика ветеранне ĕмĕтне пурнăçа кĕртме хăй вĕрентнĕ ачасем укçа-тенкĕпе пулăшнă.

Сăмах май, ку – сумлă ватăн улттăмĕш кĕнеки. Унччен вăл краеведени темипе, Элĕк районĕн паллă çыннисем çинчен çырнă кĕнекесемпе паянхи кун та «Тăван ен культури» предмета вĕреннĕ чухне усă кураççĕ.

Шкул юбилейне уявланă кун вĕрентекенсемпе вĕренекенсен асĕнче тепĕр самант та юлчĕ: Алескандр Ананьевич тăрăшнипе Вутлан ялĕнче пĕрремĕш шкул пулнă çурт çине Асăну хăми çакрĕç.



"Хыпар"
31 марта 2004
00:00
Поделиться