Ăрура – йĕркелĕх хуралçисем
Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш ял администрацийĕн тытăмне кĕрекен Яккушкăнь ялĕ Выла юханшывĕн пĕр юппинче вырнаçнă. Виçĕ урамлă ялта 90 килте паян 200 çын пурăнать. Вĕсенчен пĕрисем «Ямаш» ял хуçалăх производство кооперативĕнче, теприсем çак ялти вăтам шкулта ĕçлеççĕ. Килсенче пенсионерсем те йышлă. Халăха пурăнма лайăх майсем туса панă теме те юрать. Юнашарах – асфальт çулсем;килсенче – радио, телефон, электричество, газ. Çапах та çамрăксем хулана туртăнни те сисĕнет.
Вăтам шкул пĕтернисенчен 23-шĕ хăйсен пĕлĕвне ятарлă вĕренÿ заведенийĕсенче ÿстернĕ те тĕрлĕ званиллĕ офицерсем пулса тăнă. Çавсенчен вуннăшĕ кун-çулне милици службипе çыхăнтранă. Ку енĕпе Барановсемпе (Константин – рядовой, Геннадий – полковник, Вячеслав – майор, Александр – капитан), Барминсене (Григорий – майор, Николай – подполковник, Геннадий – майор) чăннипех те милиционерсен династийĕсем теме пулать. Мĕншĕн тесен халăха лăпкă пурăнма чăрмантаракансене хирĕç кĕрешме вĕсен йăхĕнчен çамрăксем пырсах тăраççĕ.
Калас пулать, милици служби йывăр та пархатарлă. Унта дисциплинăпа йĕркелĕхе пăхăнма юратакансем çеç пĕтĕм яваплăха туйса ĕçлеме пултараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Геннадий Петрович Баранов Шупашкарти ППСпа ОМОНра вăтăр çула яхăн вăй хучĕ. Сержант званиллĕ шофер чи малтанах хула урамĕсем тăрăх çăмăл автомашинăпа патрульте çÿрерĕ, çав хушăрах пĕлĕвĕпе тавракурăмне милицин Киеври аслă шкулĕнче ÿстерсе анлăлатса пычĕ. Çавăнпах пулĕ, служба картлашкисем ăна майĕпенех çÿле çĕклерĕç, полковника çитерчĕç. Отставкăна тухиччен вăл ППС батальонĕпе ОМОН командирĕ те пулчĕ, чылай наградăна тивĕçрĕ. Аллă пиллĕкри офицер халĕ те мăшăрĕпе, Алевтина Тимофеевнăпа, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать.
Асăннă ялти Николай Леонтьевич Бармин подполковник вара 2003 çул пуçламăшĕнче 60 урлă каçрĕ. Милици службинче вăл 22 çул çурă тăрăшнă. Унччен Мăн Ямашри тулли мар вăтам шкулта, Сталинск хулинчи профтехучилищĕре вĕреннĕ. Пĕр вăхăт Челябинск хулинчи стройкăра бетощик пулнă. Утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче яла таврăннă та çав кĕркуннех Мăн Вылăри вăтам шкула çÿреме тытăннă. Вăтам пĕлÿ илнĕ комсомолец Чăваш ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне çул тытнă. Анчах та тĕрлĕ сăлтав унăн шухăшне улăштарнă. Училищĕре малтанах тракторист правине илнĕ каччă çартан таврăнсан институтра нумай тытăнса тăман, тÿрех Калинин облаçĕнчи «Комсомолец» колхоза кайса вырнаçнă: суха тунă, тырă акнă, кĕркунне яла таврăннă.
Хусанти пединститутăн спортпа физкультура факультетĕнчен вĕренсе тухсан вăл Чăваш АССР Министрсен Совечĕн республикăри спорткомитетĕнче – аслă инструктор, Çĕрпÿ хулинчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче директор пулса ĕçленĕ.
Çавăн хыççăн çеç, 1973 çулхи чÿкĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1996 çулхи çу уйăхĕ вĕçлениччен, Н.Л. Бармин Шупашкарти Мускав районĕн шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен профилактика инспекторĕ тата участоксенчи милиционерсен ĕçне йĕркелесе пыракан пайра пуçлăх çумĕ пулнă. Шанса панă ĕçе питĕ тĕплĕн тата яваплă туса пынă. Вырăнти район администрацийĕпе яланах тачă çыхăну тытнă, оперативлă лару-тăрăва пĕлсе тăнă, общество йĕркелĕхне сыхлас тĕлĕшпе хастарлăх кăтартнă. Кăмăлĕпе лăпкă та сăпайлă тата чăтăмлă офицер, хăйĕн професси ăсталăхне ÿстернипе пĕрлех, çамрăксене те паха опыт илме пулăшнă. Службăра хăйне йĕркеллĕ тытнăшăн, хушусене тивĕçлипе пурнăçланăшăн ăна темиçе хут та хавхалантранă, отставкăна тухиччен çулталăк маларах подполковник званине панă.
Çакна та палăртса хăвармалла: Николай Леонтьевич пединститутра вĕреннĕ çулсенче, 27 тултарсен, авланнă. Мăшăрĕ, хăйĕнчен çичĕ çул кĕçĕнрех вырăс хĕрарăмĕ – Лидия Михайловна Сухова, çирĕм çул ытла ĕнтĕ хулари Калини районĕнчи çар ĕç комиссариатĕнче тăрăшать. Вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ.
Сергейпа Витя ывăлĕсем çемьеллĕ ĕнтĕ, иккĕшĕ те Калини районĕн шалти ĕçсен пайĕнче тĕрлĕ тытăмра ĕçлеççĕ. Мария хĕрĕ хулари 20-мĕш профучилищĕре вĕренет.
Отставкăна тухнисене те, хальхи вăхăтра службăра тăракансене те эпир ăшшăн тав тăватпăр, яланах сыхă та вăйхаллă пулма ырă сунатпăр.