Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

В. Ямаш вулакансене пуçтарчĕ

    Çак кунсенче Элĕкри тĕп библиотекăри вулав залĕнче халăх тулли пулчĕ. Пирĕн ентешĕмĕр Владимир Семенович Ямаш поэт, прозаик 65 çул тултарнă май пухăнчĕç вĕсем. Чи малтанах А. Егорова методист тата краеведени уйрăмĕн ертÿçи М. Архипова сăмах илчĕç. Вĕсем паллă çыравçăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Элĕк шкулĕнчи 8-мĕш класра вĕренекен К. Кириллова, Р. Матвеева, М. Прокопьева, С. Сидорова, О. Якимова çыравçăн сăввисене вуларĕç. Унтан В. Ямаш хăйĕн çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Унăн «Пур юрату, пур...», «Пурнăçа юратса» кĕнекесем республикăри наци библиотеки ирттерекен «Литературная Чувашия: книга года – 2002» конкурса хутшăннă. Çыравçă мĕнле вырăн йышăнать-ха тăван литература пурнăçĕнче?Вăл поэзире те, прозăра та пĕр юртпа чуптарать. Унăн сăввисенче, калавĕсемпе повеçĕсенче ытларах ял çыннин пурнăçĕ сăнарланать. Геройсен йышĕнче ватти те, яшши те пур. Тĕрлĕ ĕçре ĕçлекен, тĕрлĕрен характер. Унăн сăввисемпе çырнă нумай юрăсем янăраççĕ.



02 апреля 2004
00:00
Поделиться