Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк влаçĕ – кризисра

  Ĕнер ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н. Ю. Партасова, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Н.И. Володина Элĕк районĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç.

Умра - çур аки, ял хуçалăхĕшĕн чи яваплă тапхăр. Ăна хатĕрленсе тивĕçлĕ шайра ирттерессинчен пĕлтерĕшлĕрех тĕллĕв пулма та пултараймасть. Анчах çак чăнлăха района ертсе пыракансем ăнланаççĕ-и-ха?

Район администрацийĕнче иртнĕ канашлура çак ыйтăва тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Хăй тытăмлăх пуçлăхĕ В.И. Анисимов каласа панă тăрăх, районти ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине пĕтĕмĕшле аванах хатерленнĕ пек пулса тухать. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ В.В. Григорьев отчетне тĕпе хурас пулсан вара урăхларах ÿкерчĕк тухса тăрать. Калăпăр, çунтармалли-сĕрмелли материалсене хальлĕхе кирлинчен 53 процент çеç янтăланă, удобрени çукпа пĕрех, техника кивĕ. Ял ĕçченĕн те тăрăшулăх кăтартмашкăн хавхалану çук. Паян районти ял хуçалăх предприятийĕсенче уйăхне вăтамран 600 тенкĕ ытларах çеç илееççĕ.

Çивĕч ыйтусем татах нумай. Вырăнти влаç кризисĕ куç кĕрет. Çак лару-тăруран епле тухмалла, мĕнле çул-йĕр суйласа илмелле? Канашлура шăпах çак ыйтусем тавра çивĕч калаçу пычĕ.


"Хыпар"
14 апреля 2004
00:00
Поделиться