Ĕçсĕррисен хисепĕ чакрĕ
Ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса парассипе районта ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. Ĕçсĕр юлнисем январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 183 çын, февралĕн 1- мĕшĕ тĕлне 202 çын шутланнă пулсан, халĕ вĕсен йышĕ палăрмаллах чакрĕ. Паянхи кун илсен, вĕсем 152-ĕн.
Ятарлă программăпа килĕшÿллĕ кăçал обществăлла ĕçсене 36 çынна янă. Шкул ачисем вĕреннĕ хушăрах ĕçлесе илме пултарнине те палăртма кăмăллă. Çак таранччен кирлĕ те усăллă ĕçре 60 вĕренекен тимлерĕç. Ку енĕпе Вутлан, Юнтапа, Тени шкулĕсенче ĕçе уйрăмах лайăх йĕркеленĕ.
Професси илме вĕренме 62 çынна янă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета