Райпо канашĕн ертÿçин парни
Районти потребительсен обществи республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те нумай кăтартусемпе малта пырать. Юлашки çулсенче кунта эмел курăкĕсем хатĕрлессипе тупăшлă ĕçлеме вĕренсе çитнĕ. Пĕлтĕр çак хаклă чĕртавара 40 тонна хатĕрленĕ. Ку енĕпе пенсионерсемпе шкул ачисем пысăк пулăшу параççĕ.
Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен Алена Багрова хăйне евĕр пысăк çитĕнÿ тунă, ултă çул хушшинче 10 тонна (чĕрĕ виçепе) ытла эмел курăкĕ пухнă. Çĕнтерÿçĕ Раççей шайĕнче иртнĕ канашлăва хутшăнма тивĕç пулнă. Ку мероприяти Шупашкарти кооперативнăй институтра иртнĕ, унта Алена сăмах каланă.
Çĕнтерÿçĕне райпо канашĕн ертÿçи Ю.А. Харитонов хаклă парне – костюм илсе панă.