Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Этемлĕхĕн тĕп профессийĕ

     Çапла хакларĕç иртнĕ эрне кун «Чăваш Енĕн çулталăк учителĕ – 2004» конкурс финалĕнче вĕрентекенĕн пархатарлă ĕçне. Трактор тăвакансен керменĕнче çак уява пухăннисене саламланă май ЧР Президенчĕн Администраци ертÿçи Н.И. Володина республика пуласлăхĕ учительсенчен, вĕсем аталану çулĕпе çирĕппĕн утма пултаракан çынсем вĕрентсе ÿстернинчен килнине палăртрĕ. Конкурсантсене саламлама килнисем - ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем, ентешлĕхсен ертÿçисем, тĕрлĕ организаци представителĕсем вĕсене чи лайăх та илемлĕ, ăслă та пултаруллă пулнăшăн хисеплесе чечек-парне айнех турĕç тесен йăнăш пулас çук.

     Республикăри вĕрентÿ тытăмĕнче вăтăр пин ытла педагог ĕçлет. Пултаруллисене хавхалантарас, малалла аталанма пулăшас, паха опыта сарас тĕллевпе 1992 çултанпа вĕсен профессии ăсталăхĕн конкурсне ирттереççĕ. Унтанпа «Çулталăк учителĕ» конкурсра 500 ытла вĕрентекен вăй виçнĕ. Пĕрремĕш çĕнтерÿçĕ  - Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта истори вĕрентнĕ В.А. Яранцев. Ун хыççăнхи çĕнтерÿçĕсен хушшинче Раççей, тĕнче шайĕнче мала тухнисем те пур. Улатăрти 6-мĕш гимназире вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен И.М. Львова, «Çулталăк учителĕ – 95» ята тивĕçнĕскер, тĕнчери учительсен Артекра иртнĕ конкурсĕн лауреачĕ. Шăмăршă райĕнĕнчи Пуянкасси вăтам шкулĕн ÿнерĕпе черчени учителĕ А.А. Семенов (1995ул) тата Элĕкри вăтам шкулта истори вĕрентекен В.К. Волков (2000 çул) «Раççейри çулталăк учителĕ» конкурсра çĕнтерсе «Хрусталь пеликан» приза тивĕç пулчĕç.

Кăçалхи тăххăрмĕш конкурса «Çулталăк учителĕн» ятне илессишĕн район-хуласенчи тупăшусенче çĕнтернĕ 28 учитель хутшăнчĕ, «Учитель-тĕпчевçĕ» номинацире – уçă урок, «Чĕрене ачасене паратăп» номинацире класс тулашĕнчи мероприяти ирттерсе професси пĕлĕвĕн, ăсталăхĕн шайĕпе паллаштарчĕ. Финала вуннăн тухрĕç. Вĕсенчен чи вăйлисене «Педагогикăри традицисемпе çĕнĕлĕхсем» номинацири пултарулăх ĕçĕсен ăмăртăвĕ хыççăн палăртрĕç. «Учитель-тĕпчевçĕ» номинацире Шупашкарти 56-мĕш вăтам шкулти физкультура учителĕ В.И. Николаев – пĕрремĕш, Вăрмарти 2-мĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхи вĕрентекен Л.Б. Доманова – иккĕмĕш, Çĕмĕрлери Е.А. Дроздова вĕрентекен виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. «Чĕрене ачасене паратăп» конкурсра пĕррмĕшĕ – каллех В.И. Николаев. Иккĕмĕш вырăна – Елчĕк районĕнчи Кушкă вăтам шкулĕн вырăс чĕлхи учителĕ М.В. Портнова, виççĕмĕш вырăна Шупашкарти 1-мĕш лицейри Г.Ю. Арзамасцева психолог тухрĕç. «Педагогикăри традицисемпе çĕнĕлĕхсем» номинацире Г.Ю. Арзамасцева çĕнтерчĕ,  иккĕмĕшĕ – В.И. Николаев, виççĕмĕш вырăнта – Е.А. Дроздова. Чи нумай балл пухни – Владимир Иванович Николаев.

ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П. Чернова «Чăваш Енĕн çулталăк учителĕн» ятне В.И. Николаев тивĕçни çинчен пĕлтерсен чылайччен тăвăллăн алă çупрĕç. Галина Петровна Н.В. Федоров Президент çĕнтерÿçĕне саламласа янă телеграммăна вуласа пачĕ. Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕнче ăна вăл çĕнĕ ÿсĕмсем, çĕнтерÿсем сунать. «Çулталăк учителĕ – 2004» тесе çырнă хăйăва В.И. Николаева пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕ, Канашри шкулта ĕçлекен С.А. Лукьянова çакса ячĕ. ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн çĕнтерÿçĕсене 6 пин тенкĕ преми тивĕçет.

Кăçалхи чи лайăх учителĕн çапах та конкурсри хумханусем кая юлчĕç теме иртерех-ха. В.И. Николаев кĕркунне Раççейри конкурса хутшăнать.

- Паллах, Мускавра республика чысне хÿтĕлесе хамран мĕн килнине йăлтах пурнăçлăп. Тăрăшса хатĕрленес пулать, - тет Владимир Иванович. – Хама вĕрентнĕ, ăс панă çынсене чĕререн тав тăватăп. Паянхи çĕнтерÿре пĕрремĕш учителĕн тÿпи пысăк. Вăл –манăн анне, Антонина Михайловна Михайлова, мĕн пенсие тухичченех тăван ял – Элĕк районĕнчи Тавăт шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентрĕ. Ачасене юратас, вĕсемпе ĕçлес туртăм аннерен куçрĕç. Халь вăл мĕн тери савăнать ĕнтĕ.

Элĕк районĕн каччи Владимир Николаев И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Виçĕ çул тăван шкулта ачасене физкультура вĕрентнĕ. 1992 çултанпа Шупашкарта. Унăн çар служби Авганистанра иртнĕ. Педагогикăри ĕç стажĕ – 14 çул, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Тăваттăмĕш çул 56-мĕш вăтам шкулта ĕçлет, ачасемпе çамрăксем валли каратэ-кекуксинкай мелĕпе кĕрешме вĕрентекен «Викинг» клуб йĕркеленĕ. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр ÿстереççĕ.

Уявра ытти чыслав та пулчĕ. Республикăри «Учительсен династийĕ» конкурсра 30 çемье хутшăннă. Сцена çинче виçĕ династи тухрĕ. Вĕсем çине пăхса савăнмалăх, ăмсанмалăх, тĕслĕх илмелĕх пур: Комсомольски районĕнчи Константиновсен пĕрлехи ĕç стажĕ – 1083 çул, Шупашкарти Алексеевсен – Филипповсен – Наумовсен – Арзамасцовсен – 851 çул, Куславкка районĕнчи Никитинсен – 735 çул.



"Хыпар"
12 мая 2004
00:00
Поделиться