Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирĕн ентеше халалланă

    Филоглоги наукисен кандидачĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ, Чăваш Енĕн вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хамăр районти Ярхуньушкăнь ялĕнче 1934 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче çуралнă Елизавета Федоровна Васильева – чăваш чĕлхин хальхи вăхăтри паллă тĕпчевçи. Пысăк опытлă педагог. Унăн тĕпчев ĕçĕсем нумай енлĕ: пĕтĕмĕшле тюркологи ыйтăвĕсем, лексикологипе лексикографи, пуçламăш, вăтам тата аслă шкулсенчи чăваш чĕлхин методики, чĕлхе культури, чăваш литература чĕлхин историйĕ.

Пултаруллă ăсчах-ентешĕмĕрĕн 70 çулхи юбилейне халалласа çак кунсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн «Тĕрĕк чĕлхисен диалекчĕсемпе историйĕн ытти чĕлхесен хушшинчи вырăнĕ» ятпа тĕрлĕ халăхсен хушшинчи ăслăлăх симпозиумне ирттернĕ. Унăн ĕçне хамăр республикăри тата Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенчи 150 яхăн ăсчах хутшăннă. Вĕсем çак симпозиум тĕрĕк чĕлхиллĕ пур халăхшăн та усăллă пулнине пĕр шухăшлăн палăртнă.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 мая 2004
00:00
Поделиться