П. Семенов депутат элĕксен пурнăçĕпе интересленчĕ
Çĕнтерÿ кунĕ умĕн килсе çитрĕ пирĕн района РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов. Чи малтанах вăл Вырăс Сурăмĕнчи Ваттисен çуртĕнче пулчĕ. Павел Владимирович РФ Патшалăх Думинче регионти политика енĕпе ĕçлекен комитетра пулнине пĕлтерчĕ.
- Ĕçсем сахал мар. Чăваш Енрен çырусем йышлă килеççĕ. Пурне те вуласа тухатпăр, хурав паратпăр. Хамăн суйлавçăсене пулăшма яланах хатĕр, çавăнпа республикăри районсене те тухса çÿреме пуçларăм. Элĕк районне те куçран вĕçертместĕп, - терĕ П. Семенов.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕн П. Семеновăн пулăшуçи Анатолий Платонов ĕçпе вăрçă ветеранĕсен интересĕсене мала хунине, вĕсене май килнĕ таран пулăшма пулнине каларĕ, уявпа саламларĕ. Райпо канашĕн председателĕ Юрий Харитонов Ваттисен çуртĕнче пурăнакансене çирĕп сывлăх, тулли телей сунчĕ. П. Семенов кашнине асăнмалăх парнесем пачĕ.
Кунта пурăнакансен нуши-терчĕ те пур: мунчара ăшă мар, газ плитипе апат хатĕрлеме май çук. Вĕсене район пуçлăхĕ В. Анисимов килсе курманни те тĕлĕнтерет. Мартăн 8-мĕшĕнче кинемейсене районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчен килсе саламласа кайманни те кашнин кăмăлнех хуçнă.
Унтан РФ Патшалăх Думин депутачĕ П. Семенов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А. Платонов тата райпо канашĕн председателĕ Ю. Харитонов Анаткас Сурăмĕнчи арманта, Юнтапари çĕнĕ суту-илÿ комплексĕнче пулчĕç, ĕç-хĕлпе интересленчĕç. «Звезда» хуçалăхра та ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç вĕсене. Хуçалăх ертÿçи Г. Денисов çуракине вăхăтра вĕçленине, ял ĕçченĕсем ĕçре тăрăшулăхпа палăрнине асăнчĕ.
Районти больницăра вăрçă ветеранĕсем те сипленеççĕ. Вĕсен сывлăхĕпе, пурнăçĕпе интересленчĕç те пынисем. Кашнине парнесем тыттарчĕç.
- Пире килсе курнишĕн пысăк тав сире, - терĕç ветеринарсем.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ хирурги уйрăмĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май депутат ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ, больницăна хăш-пĕр оборудовани туянса парассипе пулăшма пулчĕ.
Улма-çырла комбинатĕнче вырăнта туса кăларакан продукципе паллашрĕç. Павел Семенов депутат çапла каларĕ:
- Элĕксен продукцине Çурçĕрти регионсене ăсатма май пур. Çавăнпа та эпĕ икĕ енлĕ çыхăнусем йĕркелесе ярассипе пĕтĕм вăй-халран ĕçлĕп.
Кăраклав ялĕ патĕнчи тăм карьерине те çитсе курчĕç. Кирпĕч завочĕн ĕç-хĕлне йĕркелесе яма май килĕ-и? Çакă интереслентерчĕ те депутатсене.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ П. Семенов ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе А. Платоновпа пĕрле Элĕк районĕн экономикипе çыхăннă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе тĕрлĕ министерствăсенче пуласси пирки калаçса татăлчĕç.