Кун йĕркинчи ыйту татăлмарĕ-ха
Район администрацийĕн актсен залĕнче çак кунсенче депутатсен Пухăвĕн черетсĕр ларăвĕ пулчĕ. Пĕрремĕш ыйту Элĕк район самоуправлени пуçлăхĕпе çыхăннăран тухса калаçакан депутатсем Владимир Ильичăн ĕçри çитменлĕхĕсем çинчен чарăнса тăчĕç, тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума ыйтрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ мĕншĕн çуккипе интересленчĕç. «Кадрсем тупма йывăр», - пулчĕ хурав. Элĕксем пек йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ район республикăра та урăх çук. В. Анисимовăн района ертсе пырас ĕçрен пăрахмалла, терĕç депутатсем.
Район Уставне улшăнусем кĕртрĕç. Ене тата Сивĕ Çăл ялĕсене район списокĕнчен кăларчĕç. Коллеги йышне çĕнетрĕç. Депутатсем, кун йĕркинчи ыйту татăлманран, черетлĕ ларăва июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче пухăнмаллине палăртса хăварчĕç.