Шомикре – «Хыпар» кубокĕшĕн спорт уявĕ
Ĕнер Муркаш районĕнчи Шомикри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш халăх хаçатне «Хыпара» никĕсленĕ Н.В. Никольский çуралнăранпа 126 çул çитнине халалласа «Хыпар» Кубокне çĕнсе илессишĕн кросс енĕпе ăмăрту иртрĕ. Унта республикăри шкулсемпе предприяти-организацисенчи 300 ытла çăмăл атлет, сумлă вун-вун хăна хутшăнчĕ. Комндăсенчен пĕрремĕш вырăна пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен – кил хуçисем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен – Элĕксем, предприяти-организацисенчен «Муркаш» чăх-чĕп фабрикин ĕçченĕсем тухрĕç. «Хыпар» хаçат редакцийĕн журналисчĕсем те старта тухрĕç. Вĕсем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
"Хыпар"