Ку хутĕнче – пĕрремĕш
Тĕнче класлă спорт мастерĕ, хамăр районти Эренар ялĕнче çуралса ÿснĕ Альбина Иванова вăрăм дистанцисене чупма кăмăлларах парать. Тĕрлĕ шайри, çав шутра чикĕ леш енчи ăмăртусенче тупăшса вăл самаях пысăк ÿсĕмсем туни çинчен «Пурнăç çулĕпе» хаçат пĕр хутчен кăна мар хыпарланăччĕ.
Нумаях пулмасть вара Альбина Америкăри Пĕрлешÿ Штатсенчи Сан-Франциско хулинче «От залива до бурунов» ятпа иртнĕ ăмăртăва хутшăннă. Лăпкă океан хĕррипе 12 километра тăсăлакан трассăна вăл чи хăвăрт – 39 минут та 56 çеккунтра чупса тухма пултарнă. Хамăрпа кÿршĕллĕ Марий Эл спортсменки Алевтина Иванова финиша иккĕмĕш çитнĕ.
Альбинăпа Алевтина Ивановăсем иккĕшĕ те хăйсен спортри ăсталăхне СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ, Яккушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ, Мăн Вылăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Михаил Павлович Кузнецов ертсе пынипе чăтăмлăн ÿстерсе пыраççĕ.