Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Паспорт йĕркине пăсакансем те пур

   Паспорт – гражданинăн чи кирлĕ докуменчĕ. Кулленех ятарлă графикпа район çыннисене йышăнатпăр. Иртнĕ пилĕк уйăхра кăна 1102 çыннăн гражданлăхне çирĕплетнĕ. Çак документпа килпетсĕр усă куракансем те тупăнаççĕ. Пĕлтĕр 60 çынна паспорт çухатнăшăн штраф тÿллетернĕ пулсан, кăçал вĕсен шучĕ 63-пе танлашнă. 1672 гражданина пурăнакан вырăнсенче регистрациленĕ, 315 çынна пропискăран кăларнă. 153 гражданин тĕлĕшпе РФ паспортпа-виза службин правилисене пăснăшăн административлă протокол çырнă. Çавăн пекех пирĕн патра учетра судпа айăпланакан 49 çын тата алимент укçи тÿлеменнисем тăраççĕ. Ют çĕршыв паспортне тивĕçтерессипе те ĕçлесе пыратпăр.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июня 2004
00:00
Поделиться