Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕренекенсем – экзаменсенче

      Вăтам шкул пĕтерекенсемшĕн халĕ хĕрÿ тапхăр. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем пыраççĕ. Биологи, обществознани, географи, хими предмечĕсене суйласа илнисем Йĕпреçе тата Канаша кайса хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Июнĕн 3-мĕшĕнче вара Элĕкри вăтам шкулĕн пысăк та çутă аудиторийĕсене районти мĕнпур шкулсенчи 352 вĕренекен йышăнчĕç. Яшсемпе хĕрсем вырăс чĕлхипе экзаемен тытрĕç.

    Тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансен те канăç çук. Вĕсем те пирвайхи тĕрĕслев витĕр тухрĕç ĕнтĕ, математикăпа шутларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июня 2004
00:00
Поделиться