Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йыш ÿснĕ, ĕçсем нумайланнă

   Элĕк районĕнчи потребительсен обществи хамăр кÿршĕсене - Çĕмĕрле кооператорĕсене туслăн алă тăсса панине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Паллах, çакă ĕçсен калăпăшне пысăклатнă та. Икĕ райпо пĕрлешнĕ хыççăн Элĕкпе Çĕмĕрле районĕсенчи халăха 1 арман, тырă вĕтетекен 5 цех çăнăх-кĕрпе кăларса параççĕ, сĕт йышăнакан 47 пункт ĕçлет. Çавăн пекех çĕвĕ çĕлекен 2 мастерской, çĕçĕ хăйракан 2 пункт, сăнÿкерчĕксем туса паракан 6 салон, строительствăпа юсав ĕçĕсене пурнăçлакан 1 предприяти, телерадио приборĕсене юсанкан 1 цех, ĕне-выльăхĕсене пĕтĕлентерекен 1 пункт пур. Çапла вара паянхи кун Элĕк райповĕ икĕ районта пурăнакан 33046 çыннăн суту-илÿ ыйтăвĕсене тивĕçтерет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июня 2004
00:00
Поделиться