Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсен ĕç хушăнать

   Пĕчĕк тупăшлă çемьесем тĕрлĕрен çăмăллăхсем илни паллă ĕнтĕ. Вĕсем топливо туянма, газпа усă курнăшăн тÿлеме уйăхсерен субсиди илеççĕ. Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Лидия Кузьмина пĕлтернĕ тăрăх май уйăхĕнче халăха 287 пин те 500 тенкĕ куçарса панă. Ку хисеп кăçалхи пилĕк уйăхра 1 миллион та 500 тенке çитнĕ. Субсидие пуçласа пама тытăннăранпа тÿлев 12 миллион шутланать.

Çак уйăхран социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсен ĕçĕнче çĕнĕлĕх те пур. Хваттерсенче пурăнакансем комуналлă пулăшу çăмăллăхĕсене маларах районти капиталлă строительство управленийĕнче илсе тăнă пулсан, малашне вĕсен ыйтăвне социаллă хÿтлĕх пайĕнче тивĕçтерĕç. Ку енĕпе халĕ халăхран документсем йышăнаççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июня 2004
00:00
Поделиться