Чирлисене сывататпăр
Мĕн каласси пур, сывлăха нихăçан та укçалла илеймĕн. Чир-чĕр çаклансан яланах шур халатлисем патне васкатпăр.
Июнĕн 20-мĕшĕнче сывлăх хуралĕн ĕçченĕсем хăйсен профессиле уявне паллă тăваççĕ. Çак куна паллă тума чăннипех те тивĕçлĕ вĕсем. Кирек епле лару-тăрура та медиксен ĕçĕ пур çурте те кашни кунах, минутсерен кирлĕ. Çавăнпа та сывлăх сыхлавĕн тĕллевĕсем те сарăлса пыраççĕ. Ялта пурăнакансем патне медицина пулăшăвне çывăхлатас тесе, 2010 çул тĕлне 4 офис уçмалла (виçĕ офис ĕçлет ĕнтĕ).
Юлашки çулсенче районти сывлăха сыхлас ĕçре çитĕнÿсем те палăраççĕ. Виçĕ çул хушшинче Йăлкăш, Тăвăш Юнтапа, Ассакасси, Карачура, Питĕшкасси, Ураскилт ялĕсенчи медпунктсене капиталлă юсав тунă. Тĕп корпуса çĕнетессипе те ĕçсем пыраççĕ. Çавăн пекех газ тата телефон кĕртессипе те, çĕнĕ оборудованисем туянассипе те ĕçлетпĕр. Ачасем вилĕ çураласси тата çулталăка çитиччен вилесси чакнă. Çавăн пекех юн чупакан, сывламалли органсен чирĕсемпе аптăракансен йышĕ те пĕчĕкленни палăрать. Тĕрлĕ суран илекенсен тата наркăмăшлакансем те 10,4 процент сахалтарах.
Хальхи вăхăтра пире ытларах демографи кăтартăвĕсем пăшăрхантараççĕ. 1992 çултан пуçласа 2003 çулччен çуралакансен йышĕ 14,6 пуçласа 9,2 таран (çĕр çын пуçне) чакнă. Ку вăл 36,9 процент пулать. Вилекенсен йышĕ вара 28,3 процент ÿснĕ.
Шел пулин те, хăш-пĕр чирсем анлă сарăлни палăрать: туберкулез, алкоголизм.
Районти сывлăх хуралĕнче 410 çын вăй хурать. Вĕсенчен 43-шĕ врач, 188 вăтам медицина ĕçченĕ. Вĕсем хушшинче тава тивĕçлĕ ята илнисем те, сывлăх сыхлавĕн отличникĕсем те пур. Хисеп грамотисем илме тивĕçлисен йышĕ те сахал мар.
Районти тĕп больницăра тĕрлĕ конкурссем пулчĕç. Хирурги уйрăмĕ, кардиологи кабинечĕ, организаципе методика пайĕ «Чи лайăх уйрăм, кабинет, медпункт» конкурсра çĕнтерме пултарчĕç. Хирурги уйрăмĕнче медсестрара ĕçлекен Н.Г. Лебезевапа Мартынкассинчи медпунктри Л.А. Павлова хăйсен профессийĕнче чи матуррисем пулнине кăтартса пачĕç. Çакă пĕтĕм коллективăн тивĕçлĕ ĕçĕ.
Чăннипех те пысăк ĕç тăваççĕ районти врачсем, сестрасем, сывлăх хуралĕн мĕнпур ĕçченĕсем. Пурнăç йывăрлăхне пăхмасăр, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пыраççĕ шурă халатлă ĕçченсем. Сире пурне те профессиллĕ уяв ячĕпе саламлатăп. Хăвăра та, çывăх çыннăрсене те сывлăх, телей, ĕçре ăнăçусем сунатăп.