Дружинниксем йĕркелĕхе сыхлаççĕ
Пĕр хушă манăçа тухнă хыççăн халăх дружинисем тепĕр хут йĕркеленме пуçларĕç. Пирĕн районта та пур вăл, унта халĕ 64 çын. Çак кунсенче обществăлла йĕркелĕхе хăйсен ирĕкĕпе сыхлама кăмăл тунисен пухăвĕ пулса иртрĕ. Чи малтанах унта райадминистраци пуçлухĕ, халăх дружинин штабĕн начальникĕ В. И. Анисимов дружинниксене удостоверенисем пачĕ. Пухура райадминистрацин организациллĕ пайĕн начальникĕ З. П. Федоров халăх дружинисем çинчен калакан Положенипе паллаштарчĕ, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ, халăх дружинин штаб начальникĕн çумĕ С. С. Майоров дружинниксем умĕнчи задачăсем çинчен чарăнса тăчĕ, çур çулхи ĕç планне çирĕплетрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета