Лагерьсем виçĕ сменăпа ĕçлеççĕ
Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне йĕркелес, сывлăха çирĕплетес тата вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерес тĕлĕшпе районти шкулсенче сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем 8, ĕçпе кану лагерĕсем 13 çĕрте ĕçлеççĕ. Вĕсенче пурĕ 580 ытла ача канать. Лагерьте канакансемшĕн асра юлмалли самантсем сахал мар: экскурсие çÿреççĕ, вăйăсем выляççĕ тата ытти мероприятисем ирттереççĕ. Ачасен канăвĕ интереслĕ ирртĕр тесе вожатăйсем те нумай вăй хураççĕ. Июлĕн пĕрремĕш кунĕсенче иккĕмĕш смена пуçланĕ. Унта та ачасен йышă 500-е яхăн пулмалла. Виççĕмĕш смена йĕркелеме те палăртса хунă. Çапла вара, çу кунĕсенче пурĕ 1200 ытла ача тĕрлĕ лагерьсенче канса сывлăха çирĕплетĕ.