Питомникра – хĕрÿ ĕçсем
Райпо суту-илÿ тунипе пĕрлех продукци туса кăларассипе те ĕçлет. Ку ĕçсене çăкăр завочĕ, хатĕрлев кантурĕ, улма-çырлапа пахча-çимĕç комбиначĕ туса пыраççĕ. Кондитер изделийĕсем, пылак тата минерал шывĕсем, консервăсем туса кăларнипе пĕрлех комбинат питомникĕнче чĕртавар хатĕрлеççĕ. 43 гектар йышăнать питомникри çĕр лаптăкĕ. Çуркунне кунта улма-çырла культурине 15,5 гектар, тĕш-тырăсене – 10, купăста – 2,5, хăярпа томатсене 2-шер гектар акса-лартса хăварнă. Халĕ питомникра çак культурăсене çумкурăкран тасатассипе, ретсене кăпкалатассипе тимлесех ĕçлеççĕ. Комбинатăн хушма хуçалăхĕнче çаран курăкĕсем 9,7 гектар йышăнаççĕ. Вĕсене çулса утă хатĕрлеме тытăннă та ĕнтĕ.